АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енĕн кредит рейтингĕ çирĕп

21 июня 2016 г.

Чăваш Ен инвестици илĕртÿлĕхĕпе Раççейри регионсем хушшинче маларах 9-мĕш вырăнта тăнă пулсан, халĕ кăтарту ÿснĕ - 6-мĕш вырăнта.

Июнĕн 17-мĕшĕнче Санкт-Петербургра Пĕтĕм тĕнчери XX экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн регионĕсен инвестици климатне хаклакан Наци рейтинг ĕçне пĕтĕмлетнĕ. 
Инвестици илĕртÿлĕхĕпе Чăваш Республики малтанхи кăтартура 9-мĕш вырăнта пулнă пулсан, халĕ вара хисеплĕ 6-мĕш вырăна тухнă, ÿсĕм çав тери пысăк. Раççей Федераци Правительствин Председателĕн заместителĕ И.Шувалов Наци рейтингĕ регионсен инвестици илĕртÿлĕхĕн кăтартăвне вăйлатма, хăпартма витĕм кÿрекен ĕç хучĕ пулнине палăртнă. Енчен те субъектсем хăйсен начар пурнăçланакан ĕçĕсене кураççĕ пулсан, вĕсене ырă енне улăштарассипе те ĕçлеме тĕллев лартни куçкĕретех пулассине шанса каланă. 
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Наци рейтингĕнче пысăк кăтартăва çĕнсе илни - республика команди пĕр-пĕринпе ăнланса тухăçлă ĕçлесе пынине çирĕплетет тенĕ. Рейтинг пирĕн предпринимательсен шухăшне тĕпе хунине çутатса парать, регионта бизнеса аталанма мĕнле условисем пуррине çирĕплетет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев республикăра влаçпа бизнес пĕр-пĕринпе ăнланса тухăçлă ĕçлетĕр тесе, çул карттине те пăхса тухнине асăнса хăварнă, ăна пурнăçа еплерех кĕртсе пынине те туххăмрах тĕрĕсленине палăртнă. 
Тепĕр пысăк ĕçе палăртмалла - бизнеса республикăра аталанса пыма меллĕ пултăр тесе çителĕклĕ условисем йĕркелесе тăратнă тата вĕсене витĕм кÿрекен тĕрлĕ пулăшусемпе, сĕнÿсемпе тивĕçтерекен институтсем те хута кайнă. Патшалăх пулăшăвĕсене тивĕçекен предпринимательсемпе кашни эрнерех ятарлă тĕлпулусем иртеççĕ, çĕнĕлĕхсемпе вĕсем вăхăтрах паллашса пыраççĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парассипе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси кăтартуллă пулса пырать, федерацин тĕрлĕ службисенче тăрăшакансемпе те тухăçлă ĕçлеççĕ. 
Республикăра индустри паркĕсем вăй илеççĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев пысăк çитĕнĕве тытса пыма, малашне те кăтартуллă ÿсĕмпе ĕçлесе пыма пурин те тăрăшмаллине асăннă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика