АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акушерпа фельдшер пункчĕ те, хваттерсем те пулĕç

21 июня 2016 г.

Акушерпа фельдшер пункчĕ те, хваттерсем те пулĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинчи яллă вырăнта пурăнакансене пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе туса ирттермелли хушма мерăсем çинчен» 2012 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнчи 124 номерлĕ Указне пурнăçа кĕртсе Кĕтеснер ял тăрăхне кĕрекен Кивĕ Шулханта фельдшерпа акушер пункчĕ тăвас ĕç вĕçленсе пырать. 

Халĕ кунта строительствăн шалти ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, сантехника оборудованине вырнаçтараççĕ, тулаш инженери сечĕсене хывассипе те хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Часах çывăхри территорие тирпей-илем кĕртме, тĕм чечексем лартма пуçлаççĕ. Асăннă фельдшерпа акушер пункчĕ икĕ яла пăхса тăрĕ - Кивĕ Шулханта тата Эçпепере пурăнакансене.
Вăрмар поселокĕнчи Некрасов урамĕ хитреленсех пырать. Халĕ кунта строительсем 17 хваттерлĕ пурăнмалли çурта хута ярассипе ĕçлеççĕ. «2013-2017 çулсенче Чăваш Республикин Вăрмар районĕнче пурăнакан граждансене авариллĕ çурт-йĕртен пурăнма куçарасси» программăн 3-мĕш тапхăрĕпе килĕшÿллĕн Вăрмар район администрацийĕ çурт-йĕр тумалли пая хутшăнса 9 хваттер - пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 415 тăваткал метр - туянма йышăннă. Çапла вара хăтлă хваттерсене 26 гражданин пурăнма куçма пултарĕ.
Паянхи кун тĕлне виçĕ хутлă кирпĕч çурта хăпартас ĕçе вĕçленĕ. Çывăх вăхăтрах çивиттине витме пуçлĕç, инженери сооруженийĕсене хывас ĕçĕн чылай пайне пурнăçланă. Халĕ объектра 20 ытла рабочи тăрăшать, палăртнине пурнăçлама 4 техника едицинипе усă кураççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика