АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Шурă халатлисене» чысларĕç

21 июня 2016 г.

«Шурă халатлисене» чысларĕç

Медицина ĕçченĕн кунне Раççейре çулсеренех июнь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче уявлаççĕ. Хăйсен профессиллĕ уявне çак кун врачсем, медицина сестрисем, лаборантсемпе санитарсем паллă тăваççĕ. 

Çыншăн сывлăх - чи хаклă пурлăх. Унран пĕлтерĕшли нимĕн те çук, мĕншĕн тесен сывлăх пулмасан ăна пачах ним те кăсăклантармасть. Çавăнпа та кашниех пирĕнтен чир-чĕрсĕр пурăнма ĕмĕтленет.
Çыннăн ыратăвне эмелпе те, ăшă сăмахпа та сиплеме пултаракан, унпа пĕр чĕлхе тупакан «шурă халатлисем», ырă чунлă медицина ĕçченĕсем - районти сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсемпе паянхи кун сывлăх сферинче вăй хуракансем Вăрмарти Культурăпа кану Центрĕнче медицина ĕçченĕн кунне уявлама чаплă лару-тăрура хутшăнчĕç. Çак кун вĕсен ячĕпе нумай ăшă сăмах каларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов çапла саламларĕ: «Хăвăр чунтан суйласа илнĕ профессие эсир чĕререн пурнăçлатăр. Ку вăл иртнĕ çулсенчи отчетсенчен те палăрать. Кунта çынсем хăш-пĕр чирсемпе чирлесси чакнине куратпăр. Сирĕн ĕçĕр пархатарлă та сăваплă...». Район больницин тĕп врачĕ В.Кириллов ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕн саламлă çырăвне кунта пухăннисем патне çитерчĕ. Унтан районти паянхи лару-тăрупа паллаштарчĕ: уйрăмах юлашки 3 çул хушшинче района çамрăк тухтăрсем ĕçлеме килни, пурлăхпа техника базине пуянлатни, ял тăрăхĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем ĕçлеме тытăнни тата вĕсене ытти ял тăрăхĕсенче тума планлани тата ытти те. Çапла, ырă хыпар савăнтарать, çунат хушать.
Профессиллĕ уяв кунĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа пур яваплăха туйса вăй хуракансене чысласа сума сăвасси ырă йăлана кĕнĕ. Чăн малтанах Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн Министерствин Хисеп грамотине район больницин акушер-гинекологĕ Е.Чапурина, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн Министерствин Хисеп грамотине район больницин хирургĕ В.Шибаева тивĕçрĕç. Унтан район администрацийĕн тата район больницин администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăхпа хăйсене шанса панă тивĕçе пурнăçлакансене чысларĕç. 
Профсоюз организацийĕн председателĕ М.Петрова тÿрремĕнех ĕç сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусем тăрăх тухса калаçрĕ. 
Районти хĕрарăмсен канашĕн представителĕ Г.Петрова пухăннисене чаплă уявпа чĕререн саламларĕ. Савăнăçлă концерт профессиллĕ уява малалла тăсрĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика