АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тумхахлă та мухтавлă çулпа»

18 июня 2016 г.

1932 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен «Трактор» хаçатăн тĕп редакторĕнче Евдоким Филиппович Филиппов ĕçлеме тытăнать.

/Малалли. Пуçламăшĕ 44 /10403/ номерте/.

Е.Филиппов Чăваш АССРĕнче Тăвай районĕнчи Тенеяль ялĕнче хресчен çемйинче 1903 çулта çуралнă.

Канашри педтехникум вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, 1919 çултан пуçласа 1963 çулччен, пĕр улшăнмасăр, Вăрмар районĕнче учитель, 7 çул вĕренмелли шкул тата ФЗО директорĕ, район хаçачĕн редакторĕ, районти контроль комиссийĕн председателĕ, парткабинет заведующийĕ, парти райкомĕн агитаципе пропаганда тата пичет пайĕн заведующийĕ, райсовет ĕçтăвкомĕн культпросвет пайĕн заведующийĕ пулса ĕçленĕ.

Районта тухса тăракан «Трактор» хаçатăн редакторĕнче 1932 çулхи майăн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать те, ?вĕренме кайнисене шута илсен% 1939 çулхи март уйăхĕччен вăй хурать.

Ăна «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата «СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене - 50 çул» медальсемпе наградăланă. Парти, совет тата çутĕç органĕсенче нумай çул хушши ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна районти Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

1933 çул. «Тракторăн» февралĕн 8-мĕшĕнче тухнă 8-мĕш номерне Канашри типографире пичетлесе кăлараççĕ.

1934 çулхи февраль уйăхĕнче ПСК «б» П Вăрмар райкомĕпе райĕçтăвкомĕн тата райпрофсоветăн «Трактор» хаçачĕ виçĕ кунта пĕрре тухса тăма тытăнать. Ответлă редактор В.А.Исаев пулнă.

Апрель уйăхĕнчен хаçатăн тĕп редакторĕнче тепĕр хут Е.Филиппов ĕçлеме тытăнать.

1934 çулхи июнĕн 4 тата июлĕн 16-мĕшĕсенче Канашри политпайăн «Тракторист» ятлă хаçатăн икĕ номерĕ тухнă. Ăна М.Пульхеровский тĕп редактор алă пуснă.

1935 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнчен «Трактор» хаçата Вăрмар райĕçтăвкомĕн типографийĕнче пичетлесе кăларма тытăнаççĕ. Хаçат редакцийĕ Хресчен çуртĕнче, 6-мĕш пÿлĕмре вырнаçнă.

1938 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче районта тухса тăракан «Трактор» хаçат ятне улăштарса «Хĕрлĕ ялав» ят параççĕ.

Июлĕн 5-мĕшĕнче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн секретарĕ пулма Гурий Филиппович Молостовкина /Хĕрлĕçыр/, инструкторне Василий Степанович Алендее /Кĕтеснер/ çирĕплетеççĕ.

Хаçат редакторĕ пулнă Е.Филиппов вĕренме каять.

1939 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ пулма И.Степанова /Арапуç/ лартаççĕ.

Мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа хаçат 4 страницăпа тухса тăма тытăнать. Унăн тиражне 2000 экземпляра çитерме тĕллев лартнă.

1941 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче тухнă хаçатăн 23-мĕш номерне ĕççынни депутачĕсен Вăрмар район Совечĕн типографийĕнче пичетленĕ пулсан, мартăн 27-мĕшĕнче тухнă хаçатăн 24-мĕш номерне вара ЧАССР полиграфи издательствин управленийĕн Вăрмарти типографийĕнче пичетленĕ. Çапла вара управлени типографие хăй çине илнĕ.

/Малалли пулать/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика