18 июня 2016 г.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр çул çитмен çамрăксене çуллахи каникулта вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерет. Çавна май çулталăк пуçламăшĕнчен пуçласа районти организацисемпе ку енĕпе 12 ĕç килĕшĕвне çирĕплетнĕ, паянхи куна 138 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
х х х
Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансем хушшинче ĕçе çителĕклĕ пурнăçлайман граждансем, пĕчĕк ачаллă амăшĕсем, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсем, ĕç рынокне тин анчах кĕрекен çамрăксем, алла диплом илекенсем, пенсие тухас умĕнхи граждансем, ирĕке тухнă граждансем тата ыттисем те. 2016 çулхи январь-май уйăхĕсенче ĕçпе тивĕçтерекен Центра пенсие тухас умĕнхи 19 çын, нумай ачаллă 4 ашшĕ-амăшĕ килнĕ. Çапла вара, ĕçпе тивĕçтерекен Центрăн тĕллевĕ ятарлă профессилле специальноç илнĕ çынсене ĕçе вырнаçма пулăшнипе пĕрлех уйрăмах социаллă хÿтлĕх кирлĕ категориллĕ граждансене ĕçпе тивĕçтересси пулса тăрать. Акă, çак тапхăртах 3 инвалида, нумай ачаллă 5 ашшĕ-амăшне, çул çитмен 138 çамрăка, пенсие тухас умĕнхи 14 гражданина ĕçпе тивĕçтернĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.Егорова, ертсе пыракан специалист.