18 июня 2016 г.

Хăнăхнă йăла-йĕркепе кашни çул ака-суха ĕçĕ вĕçленсен çĕр ĕçченĕ «Акатуй» ирттерет. Ку хутĕнче те Çитмĕш ялĕнче пысăк уяв иртрĕ.
Ăна халĕ «Ял уявĕ» те, «Акатуй» та теççĕ. Пурпĕрех вăл çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçтармасăр пулмасть. Çитмĕшре пурăнакан çĕр ĕçченĕсем ытларахăшĕ юнашар ялта вырнаçнă «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ.
Ял уявне ытларах чиркÿ уявĕпе Христос пĕлĕт çине хăпарнипе /Вознесение/ те çыхăнтараççĕ. Уява Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Кузьмин уçрĕ. Ял çыннисене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Павлов, Шупашкарти «Дент-а-мед» стоматологи клиникин тĕп врачĕ Ю.Зорин тата ытти яваплă çынсем килнĕ. Пурте вĕсем ял халăхĕпе килнĕ хăнасене сывлăх, ăнăçу сунчĕç. Ялта хăйсен ырă ĕçĕсемпе уйрăмах палăрнисене ятран аса илсе тав турĕç, Хисеп грамоти те пачĕç. Г.Ямуков фермер Çитмĕшри ĕçчен халăха хăйне ĕçре пулăшса пынăшăн чĕререн тав турĕ, ырă сăмахсем каларĕ, малалла та, хальхи пекех пĕрле туслăн ĕçлеме шантарчĕ.
Çак уяв пуçланса кайни çинчен, ваттисем каласа панă тăрăх тата кăштах историне аса илсе Ю.Ларионова чарăнса тăчĕ, тĕрлĕрен конкурссемпе викторинăсем ирттерчĕ. Ăна пулăшса пыраканĕсем Н.Григорьева, О.Анилина, Л.Власова, А.Кузьмина тата ыттисем те лара-тăра пĕлмерĕç, уява хаваслă ирттерме тăрăшрĕç. Ял халăхне кăштах çумăр çуса кайни те чăрмантармарĕ. Ялти клуба кĕрсе алă вăйĕ те виçрĕç, тĕрлĕрен конкурссем пулчĕç. Тĕксĕммĕн курăнса ларакан кивĕ клуб çурчĕ халăхăн савăнăçĕпе тулчĕ. Çумăр чарăнсан вăйă урамра малалла тăсăлчĕ: ятарласа хатĕрленĕ пĕрене çинчен пĕр-пĕрне симĕс курăкпа тултарнă михĕпе те çапса антарчĕç, ăмăртмалла канат та туртрĕç, кире пуканĕ те йăтрĕç, чупса та ăмăртрĕç тата ытти те. Тутлă шăршăллă шашлăк та çисе киленчĕç, ача-пăча пылак шыв тата канфет сутакан çĕрте хĕвĕшрĕ, аслисемпе тĕрлĕрен вăйăсене те хутшăнчĕç. Уяв программине Шупашкартан килнĕ юрлакан артистсем малалла тăсрĕç. Вĕсен хаваслă юрă кĕввисемпе уява килнисем ташласа савăнчĕç. Спорт вăййине юратакансем футболла вылярĕç. Кĕтÿ кĕртсе каç пулсан уяв площадкинче ташă каçĕ пулчĕ.
х х х х
Ĕлĕкхи йăла-йĕркене тытса пырса июнĕн 12-мĕшĕнче Кавал ял тăрăхĕнче те «Кавал ялĕн кунĕ» иртнĕ.
Уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Адюков уçса ăшшăн саламланă. Уява пухăннă халăха саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - строительство, çул-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Михайлов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ /Кавал округĕ/ А.Веселовский хутшăннă. Ялти художествăлла пултарулăх ушкăнĕ /ертсе пыраканĕ В.Табаков/ уява хутшăннисене хăйсен савăнăçлă юррисемпе килентернĕ. Ача-пăчана карусельпе ытти тĕрлĕрен аттракционсем савăнтарнă. Шупашкартан килнĕ артистсем уяв концертне малалла тăснă. Тĕрлĕрен спорт вăййисемпе ăмăртусем те пулнă, кĕрешсе така та çĕнсе илнĕ.
Уяв каçĕ дискотекăпа вĕçленнĕ. Пĕрле пуçтарăнсан савăнма та аван.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.