18 июня 2016 г.
Энтриялĕнчи Культура çуртĕнче иртекен каçхи улаха икĕ çул хушши çамрăксемпе пĕрле шурă çÿçлĕ алă ăсти, паянхи кун та çирĕппĕн утса çÿрекен Анна Андреевна Хлебникова çÿрерĕ. Вăл ытти алă ăстисемпе тан хитре минтер пичĕсем, капăр шаль тутрисем, илемлĕ чечексем çыхма вĕренсе, хăйĕн тăванĕсене, хĕрĕсене, кинĕсене валли парнесем кÿчĕ.
«Илем тĕнчене çăлать», - тенĕ. Чăнах та Анна аппана хăй çыхнă илемлĕ япалисем унăн чунне аталанмашкăн пулăшаççĕ, кăмăлне çĕклеççĕ. Хастар чунлăскер çыхнă чухне те, район хаçатне вуланă чухне те куçлăх пачах та тăхăнмасть. Çак ĕçчен ватăна 80 çулта тесе калас та çук, вăл çуркуннерен пуçласа кĕркунне çитиччен хăйĕн пахчинчен тухма пĕлмест, хуçалăхĕ йĕри-тавра пĕр кирлĕ мар ÿсен-тăрана усăсăр ÿстермест. «Çĕр вăрăм, ыйхă килмест. Ларатăп çапла çыхса. Шаль тутрисене вуннă ытла та çыхрăм ĕнтĕ. Пахча-çимĕç те çитĕнтеретĕп, çăва тухсан чăх-чĕп пăхатăп. Ĕç пурри лайăх вăл, çынна ĕç çукки пĕтерет», - ырă сĕнÿ вырăнĕнчех çак сăмахсем.
1936 çулта Вăрманкас ялĕнче кун çути курнă Анна Андреевна. Ачалăхĕ çăмăл килменни каламасăрах паллă. «Выçăллă-тутăллă пурăнасси çав тери йывăр. Вăрçă хыççăнхи çулсем маншăн çеç мар, пуриншĕн те тертлĕ-асаплă килнĕ. Атте вăрçа тухса кайнă чухне, эпир шăллăмсемпе çамрăкскерсем çеçчĕ, çимелли те питех пулман, килте сивĕччĕ, хутма вучĕ те пулман, катаран пайтах сĕтĕрнĕ. Анне пĕрмаях ĕçреччĕ», - ассăн сывлать ĕç ветеранĕ. Çак ята вăл 2003 çулта тивĕçнĕ. Анна аппа Энтриялĕнчи шкулта çичĕ класс вĕреннĕ. «Дмитров», «Динамо» ятлă колхозсенче фермăра ĕне сунă, уйра пайпа çĕрулми, кăшман кăларса пуçтарнă, утă-пăрçа çулнă. 1973-1995 çулсенче Энтриялĕнче 300 ача вĕренекен шкулта З.Николаевăпа, Е.Ивановăпа çумма-çумăн ачасем валли тутлă апат пĕçернĕ.
Пурнăçра савăнăçĕ те, пăшăрханăвĕ те сахал мар. Мăшăрĕ Николай Александрович ĕмĕрлĕхех куçне хупнăранпа 3 çул та иртрĕ. «Питĕ туслă пурăнаттăмăр упăшкапа. Вăл колхозра трактористра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Килти ĕçсене яланах пĕр-пĕрне ăнланса пурнăçланă, темиçе çул хушши лаша та тытнă. Пилĕк ача çуратса ÿстертĕмĕр», - тесе чунне уçать тараватлă чăваш хĕрарăмĕ. Аслă ывăлĕ Геннадий, кĕçĕн хĕрĕ Ирина сарăмсăр пурнăçран уйрăлни те амăшĕн чĕрине еплерех амантса хăварнине каласа та параймастăн. Амăшĕн чĕри пур ачисемшĕн те пĕр пек савăнать, пĕр пек хурланать. Юрий ывăлĕ икĕ çул хушши Афганистан вăрçине хутшăннă вăхăтра уншăн Турăран чĕркуçленсе ларса çăлăнăç ыйтнисем паянхи пек куç умĕнче. Света хĕрĕ Куславккари больницăра 25 çул ĕнтĕ врач пулса ĕçлет. Толя ывăлĕпе Юрий Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ, яла килсех çÿреççĕ. Пилĕк çул каялла Юрий ашшĕ-амăшне çĕнĕ çурт лартса пачĕ, шел, ашшĕ çĕнĕ çуртра савăнса пурăнаймарĕ.
«Кÿршĕ-аршă та ăста манăн. Маттур хĕрарăмсем пурăнаççĕ пирĕн урамра. Урам урлă пурăнакан хам пек шурă çÿçлĕ Лизăпа пĕр-пĕринпе ăмăртмалла алă ĕçĕ тăватпăр, пĕр-пĕринчен вĕренетпĕр», - малалла калаçать Анна Андреевна. Хăв лайăх пулсан тавралăх та ырă теççĕ. Анна аппа ялти уявсене те хастар хутшăнать, алă ăстисен куравĕ валли çыхса хатĕрленĕ ĕçĕсене хаваспах илсе килет, чи таса хуçалăхсене суйласа илмелли ăмăртусенче те малти ретре вăл яланах. Асанне те вăл, кукамай та. Сакăр мăнукĕпе, мăнукĕсен пĕр ачи ăна уçă та таса кăмăлĕшĕн çав тери юратаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ГРИГОРЬЕВА.