АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçачĕ кашни килте пултăр!

18 июня 2016 г.

Июнĕн 11-мĕшĕнче районта Акатуй иртнĕ. Уяв кунĕ йăлана кĕнĕ йĕркепе  «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн  тата Раççей  почтин патшалăх унитари предприятин Вăрмар районĕнчи почтамчĕн ĕçченĕсем  пĕрле районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçата  2016 çулхи  иккĕмĕш çур çулта илсе тăма çырăнтарчĕç.

Хаçата кăмăллакансем уяв тесе тăмарĕç - тÿрех поселокри стадионта вырнаçнă хаçат çырăнтаракан палатка умнелле утрĕç, подписка йĕркелерĕç. Подписчиксем «Хĕрлĕ ялав» хаçат пирки ырă сăмахсем калани унта вăй хуракансен кăмăлне çĕклерĕ, татах та тăрăшарах ĕçлеме хистерĕ.
Акă, сăмахран, Шăплат ялĕнчи Л.Рыжова /ÿкерчĕк çинче/ «Хĕрлĕ ялав» хаçата тахçантанпах çырăнать. Ăна вăл кашни кун тăвана кĕтнĕ пекех кĕтет. Хăй хаçат çине çырсах каймасть пулин те вулама юратать, ачисене те паллаштарать. Сăмах май каласан вăл хăйĕн тăван ачисемсĕр пуçне ют ачасем валли те ăшă кăмăл, хÿтлĕх тупнă. Хальхинче те вăл уява ачисемпе килнĕ, чи малтан район хаçатне çырăнма кăмăл турĕ.
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан М.Егоровăпа Н.Денисова вара «Хĕрлĕ ялав» хаçата альтернативлă майпа çырăнма кăмăл турĕç. Хăйсем пенсионер пулнă май хаçата редакцие килсе илесшĕн, кунти ĕçченсемпе курса калаçса районта пулса иртекен тĕрлĕ хыпарсене чи малтан пĕлесшĕн.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика