18 июня 2016 г.

«Единая Россия» партин регионти уйрăмĕ партин суйлав умĕнхи платформине йĕркелеме пуçланине халалласа пресс-конференци ирттернĕ.
«Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕ хăйĕн суйлав умĕнхи программине йĕркелеме пуçлани çинчен пĕлтернĕ. Вăл «Чăваш Ен - пурăнмалли хăтлă регион. Аталану çул-йĕрĕсем» ятлă пулĕ. Партин регионти уйрăмĕн руководителĕ Н.Малов каланă тăрăх, «Единая Россия» парти хăйĕн программине яланах çынсен шухăшĕсемпе ыйтăвĕсене шута илсе йĕркелет. Паянхи ансат мар экономика условийĕсенче парти умĕнче тата та яваплăрах тĕллев тăрать - бюджетри кашни тенкĕпе эффективлă усă курса суйлавçăсем ыйтнине шута илесси. Çакна вара обществăпа, экспертсемпе, халăхăн активлă пайĕпе яланхи диалога тытса тăнипе кăна пурнăçлама пулать. «Паянхи кунтан пуçласа эпир «Единая Россия» партин çитес çулсенчи Программине палăртакан тĕп енсене йĕркелессипе обществăлла анлă дискуссие пуçăнатпăр, - палăртрĕ Н.Малов. - Ял тăрăхĕсенчи йăлана кĕнĕ тĕл пулусенчен пуçласа сÿтсе явмалли, калаçмалли тĕрлĕ форматсемпе усă курма палăртатпăр. Ку вăл экспертсене явăçтарса çавра сĕтелсем тата тĕрлĕ тематикăллă форумсем йĕркелесси». Çак обществăлла дискуссин тĕп пайĕ «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн уçă конференцийĕ пулĕ. Кунта халăхпа сÿтсе явнине пĕтĕмлетĕç, малашнехи ĕç планне хатĕрлĕç, - хушса каланă Н.Малов. «Единая Россия» партин Шупашкарти уйрăмĕн секретарĕ, тĕп хула пуçлăхĕ Л.Черкесов пĕлтĕр хула депутачĕсен пухăвне иртнĕ суйлав вăхăтĕнче кунта пурăнакансен шухăшĕсене шута илсе йĕркеленĕ Халăх программин опычĕпе паллаштарчĕ. «Пирĕн шутпа халăх пурăнакан кашни вырăнта, кашни районта çынсен нушине ыйтса илмелле, вара тин пур ыйтăва та пухса пĕр программа документне пухмалла. Чăваш Республикинче пурăнакансен нушисене шута илсе бюджет май панă таран туса ирттермелли тĕп енсене палăртăпăр», - тенĕ Л.Черкесов. Çавăн пекех вăл пухăннă ыйтусене специалистсем, экспертсем, профессиллĕ пĕрлешÿсем хушшинче сÿтсе явассине каланă. Николай Малов палăртнă тăрăх, «Единая Россия» парти темиçе çул пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама ятарлă программăпа е проектпа усă курать. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре 3 çулчченхи ачасене ача сачĕсене вырнаçтарас ыйтăва тĕппипех татса панă, муниципалитетсен çурринчен ытларах пайĕнче 2 çултан аслăраххисене те ача сачĕсемпе тивĕçтернĕ. Тата тепĕр тĕслĕх, республикăри хуласемпе яллă вырăнсенче спортпа туслă пулмалли условисемпе тивĕçтерни. Республикăн паянхи аталану енĕсем паллă. Ку вăл - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, шкулсемпе çул-йĕр строительстви, вĕрентÿпе медицина, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсен пахалăхне ÿстересси, хуласемпе яллă вырăнсене хăтлăх кĕртесси. «Халĕ республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене тата специалистсен шухăшĕсене шута илсе малашнехи аталану çул-йĕрĕсене палăртса тĕрĕс документ хатĕрлесси тĕп вырăнта», - палăртнă Н.Малов. Çавăн пекех вăл партин регионти уйрăмĕн суйлав умĕнхи платформи «Единая Россия» партин федераллă программипе килĕшсе тăмалли çинчен хушса каланă. Шăпах çак программа докуменчĕпе тата халăх шаннипе «Единая Россия» партин кандидачĕсем сентябрĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думине тата ЧР Патшалăх Канашне иртекен суйлавсене хутшăнĕç. Çитес 5 çулта «Единая Россия» команди Чăваш Ен пурăнмалли хăтлă регион пултăр тесе çак плансене пурнăçа кĕртессипе ĕçлĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"