АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç - хамăр алăра

18 июня 2016 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пăтранса кайнă пурнăç нумайăшне пит хытах тĕрĕслерĕ темелле. Ун чухне ĕçлекенсем те çулталăкĕпех шалу укçине алла тытса курман тĕслĕхсем пайтах пулнă. Йывăр вăхăтсем пулсан та чăваш çынни çак «кризисра» пурнăçа йĕркелеме майсем шыраса тупнах. Чăваш çыннине ун чухне çĕрулми çитĕнтерсе сутни чылай пулăшу кÿчĕ. Çĕрулми çеç-и/ Пахча-çимĕç, камăн хуçалăхра ĕне пур, вĕсем сĕт-çу, аш-какай тата ыттине те пĕтĕмпех Хусан хулине турттарнă. Епле йывăр пулсан та пурнăçа йĕркелесе ярас тесе тăрăшнă. Чăваш çынни ĕçчен пулнипех ун чухне çав йывăр лару-тăруран тухма пултарчĕ. Çав вăхăтсене тÿссе ирттернĕ май, аса илсен чун хурланса килет. Лавккасенче ача-пăча валли тăхăнмалли япала туянас тесен, вăл çукчĕ. Вăл е ку тум-тире илсе килсен черечĕ вĕçĕ-хĕррисĕрччĕ. Халĕ пăхатăн та, район центрĕнче миçе тĕрлĕ лавкка çук-ши! Ялсенче те уйрăм çын лавккисем çумăр хыççăнхи «кăмпасем пек шăтса ларнă». Вĕсен сентрисем çинче япаласем йăтăнса выртаççĕ. Хăш-пĕр лавккасенче вара ятарласа йÿнĕрех хакпа та сутаççĕ. Паян вăл е ку лавккара «скидка» тесен-и, Вăрмар халăхĕ унта «кăткă пек» хĕвĕшет кăна. Япали çав вăхăтра питех те кирлех мар пулин те, çав «скидкăна» пулах ĕнтĕ туянса тултараççĕ. Икшер-виçшер сумккапа тухаççĕ лавккасенчен тавар туянса.

Апла пулин те, пурнăç çăмăл марри çинчен çав-çавах сăмахлатпăр-ха. Укçа-тенкĕ çитмест, шалу пĕчĕк, кредит тени çывăрма выртсан та пуçран тухмасть... Пĕлĕтрен никам та «пĕр чăматан укçа» пăрахса памасть, малалла тапаçланма пĕрре те çăмăл мар. Укçа тени этеме вăл нихăçан та çитсе пыман-ха. Анчах та хальхи вăхăтра малалла тăрăшмалли, талпăнмалли патшалăх шайĕнчи йышăнусем пур. Акă, тĕслĕхрен, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн федераци, республика шайĕнче тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Икĕ е ытларах ача çуратнисене амăшĕн капиталне параççĕ. Хĕрарăмсенчен ытларахăшĕ унпа пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн усă курать. Ялта пурăнакансем ачисем çитĕннĕ çĕре хулара пÿлĕм е хваттер туянма тăрăшаççĕ. Пиллĕк е ытларах ача çуратнисене вара патшалăх çурт-йĕр те хăпартса парать. «Земство тухтăрĕ» программа та вăйра. Ку вара медицина енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ ял çамрăкĕсемшĕн питех те вырăнлă тесе шутлатăп. Ялта ĕçлеме кăмăл тăвакан тухтăрсене 1 миллион тенкĕпе тивĕçтереççĕ. Фермер хуçалăхĕ йĕркелес текенсене те курăмлă пулăшу параççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан ĕçлеме ан ÿркен кăна. Çав вăхăтрах ку ĕç ытла ансатах та мар. Патшалăх пулăшăвне тивĕçес тесен чылай чупма тивет. Кирлĕ хут чылай пухмалла, хăв ĕçлеме пултарнине ĕнентермелле. Ĕçлеме ÿркенменнисем кирлĕ документсене чăтăмлăн пухса çитерсе çак пулăшусемпе тĕллевлĕн усă кураççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан пурнăç таппинчен юлмалла мар. Çĕнĕлĕхсемпе кашнинчех паллашса тăмалла. Вĕсем çинчен районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатра тăтăшах вуласа пĕлме пулать. Пурнăç - хамăр алăра. Çавăнпа та лайăх пурăнма, патшалăх сĕнекен программăсене хутшăнма кирек камăн та ирĕк пур. Хастартарах, хăюллăрах та пуçаруллăрах пулмалла.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика