АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ

18 июня 2016 г.

Шкулсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ

Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ кăна-ха, шкулсенче юсав ĕçĕсем пуçланчĕç те. Çапла пулмасăр, ачасем парта хушшине лариччен вĕсене сăрласа илемлетмелле, урай хăмисене те тирпейлемелле тата ытти те.

Ĕмĕр-ĕмĕр пултăр тетпĕр
Эпир хамăрăн шкула.
Шкул пур чух, эпир пĕлетпĕр,
Утма çăмăл малалла.
/Юхма Мишшин «Кинчер шкулĕ - тăван шкул» сăввинчен/.

Çÿлти Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вара юсав ĕçĕсем ачасем шкул сакки çинчен ансанах пуçланнă. Классенчи партăсемпе урай хăмине, стенасене сăрăпа сăрласа илемлетнĕ. Вĕсем типме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кашни класăн хăйĕн тĕсĕ, пăхма та кăмăллă. 
Эпĕ ку шкулта пулнă кун А.Милаев, С.Садовников, А.Шуйский коридорти кивелнĕ урай хăмисене улăштаратчĕç. В.Федорова, И.Краснова, Э.Андреева, Л.Васильева, Н.Садовникова сăрăсемпе ĕçлетчĕç. Ытти вĕрентекенсем ачасене экзамен тыттарнă çĕре кайнă иккен. Ĕçлекенсен кăмăлĕсем лайăх, юсав ĕçĕсене пурнăçлама хатĕр-хĕтĕрĕсем çителĕклех. Вĕсемпе ялти «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн руководителĕ П.Крылов тивĕçтернĕ иккен. Кунти вĕрентекенсем пĕлтернĕ тăрăх вĕсене хуть те мĕнле пулăшу кирлĕ пулсан та тÿрех ырă кăмăллă çынсем патне - П.Крылов обществине утаççĕ. Вăл вара ялти тăван шкула яланах пулăшма хатĕр. «Хамăр ялта пурăнакансен ачисем, хамăн ачасем те кунта пĕлÿ пухаççĕ те - мĕнле пулăшмасăр тăрас-ха. Эпир пурте çак шкулта ăс пухса ÿссе çитĕннĕ пулсан, шкул та пирĕншĕн ют мар», - тет Петр Николаевич ăш-пиллĕн. Çак статья хаçат çине тухнă кун валли кунта юсав ĕçĕсем вĕçленчĕç те пулĕ. «Йышпа тăрăшсан, ырă кăмăллă çынсем пулăшсах тăрсан пуçланă ĕçе те хăвăртах вĕçлеме пулать», - теççĕ вĕрентекенсем.
Шкул территорине пырса кĕрсенех кунта тирпейлĕх хуçаланни курăнать. Çĕр участокĕ çинче тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнет, çум-курăк курăнмасть. Шкул умне кĕмелли çула ятарлă плиткăсем сарса тухнă, çапла ачасем таса çулпа утса шкула кĕреççĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, çитес вĕренÿ çулĕнче 45 ача тирпейлĕ те хăтлă классенчи партăсем хушшине ларĕç. Вĕсен вĕренес кăмăлĕ те пысăк пуласса шанас килет.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика