18 июня 2016 г.

РФ Президенчĕн хушăвĕпе июнĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕн Николай Патрушевăн тата Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн М.Бабичăн пĕрлехи канашлăвĕ иртнĕ.
Шупашкар аэропортĕнче сумлă хăнасене ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев, РФ Президенчĕн ФАОри полномочиллĕ представителĕн заместителĕ А.Сухов, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Г.Федоров, Раççей ФСХ Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ С.Софронов, ЧР шалти ĕçсен министрĕ С.Неяскин тата ыттисем кĕтсе илнĕ.
Н.Патрушев тата М.Бабич ирттернĕ пĕрлехи канашлăва округри субъектсен пуçлăхĕсем, федераци министерство-ведомствин представителĕсем хутшăннă. Унта производство каяшĕсемпе усă курас ĕçри экологи хăрушлăхне чакарассипе тата патшалăх органĕсенче «Интернет» сечĕпе усă курнă чухне информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин мерисене сÿтсе явнă.
Канашлăва уçнă май М.Бабич округра компьютер «атакисен» шучĕ çулсеренех ÿссе пынине палăртнă. 2015 çулта вĕсен шучĕ 190 млн яхăн пулнă. Çав хушăра 80 процент ытла патшалăх влаç органĕсен информаци ресурсĕсене пырса тивет. Полпред информаци уçлăхĕнче тухакан хăрушлăхсен тухăçлăхĕ чи малтан чикĕ леш енчи технологисемпе, информаци программа продукчĕсемпе, патшалăх органĕсен ĕçченĕсем ют çĕршывсен тата «тÿпе» серверĕсемпе усă курнипе; информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен специалистсен квалификаци шайĕ çителĕксĕр пулнипе, çавăн пекех информаци хÿтлĕхĕн системисене вăхăтлă проектламаннипе тата вĕсене туса хума кирлĕ мероприятисем валли укçа-тенкĕ уйăрманнипе çыхăннине палăртнă.
Н.Патрушев РФ информаци хăрушлăхĕпе кĕрешмелли ĕç-хĕле норма-право тата техника тĕлĕшĕнчен лайăхлатассине информацие хÿтĕлекен требованисене тивĕçтерессине, çак енĕпе ĕçлекенсене вĕрентессине, патшалăх информаци системисен компьютер «атакисемпе» çыхăннă инцидентсене пĕтерессин регламенчĕсене йĕркелессине малалла тăсмаллине палăртнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Н.Патрушевпа М.Бабича пĕрлехи канашлăва шăпах Чăваш Республикинче ирттернĕшĕн тав тунă. Республикăра производство каяшĕсемпе ĕçленĕ чухне экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе кирлĕ пĕтĕм саккуна йышăннă. Ку енĕпе территори схемине те хатĕрленĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Енре пĕтĕм шайри влаç органĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине палăртнă. Каяшсемпе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине сăнасах тăрас тесе тĕрĕслев-надзор мероприятийĕсем иртнине пĕлтернĕ, тавралăха япăх витĕм кÿрекен объектсене тÿлеттерме йышăннă штрафсене туллин шыраса илнине каланă.
Канашлăва хутшăнакансем июнĕн 15-мĕшĕнче экологи тата информаци хăрушсăрлăхĕн темиçе предприятине çитсе курнă.
Источник: "Урмарская районная газета"