АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçри кăтартăва тоннăпа çеç виçеймĕн

18 июня 2016 г.

Ĕçри кăтартăва тоннăпа çеç виçеймĕн

Çуллахи вăхăтра ирхи автан сассипе тăма хăнăхнă аслăрах çынсем кил хушшинче кăштăртатма пуçлаççĕ пулсан, Кивĕ Вăрмарта пурăнакан çамрăксене вара ыйхăран «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлекен АВМ-1,5 агрегат сасси вăратать. Вăл ĕçлеме пуçласан паллă: сехет çине те пăхма кирлĕ мар - улттă çитнĕ. Чăххи те, хурĕ те, кăркка та тĕш-тырăпа çитĕнет, вĕсем вăхăтрах кирлĕ шая çитчĕр тесе хăш-пĕр çĕршывсенче тĕрлĕ эмелсемпе усă курни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ.

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла каланă: «Ют патшалăхсенчен илсе килекен таварсем вырăнне кирлĕ продукцие хамăр патăртах кăларатпăр». 
Халĕ ĕçлекен АВМ -1,5 агрегата 1982 çултах вырнаçтарса хута янă. Çуллахи вăхăтра кашни çулах кунта 300 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ типĕтсе хатĕрлеççĕ. Вуншар-вуншар пин кайăк-кĕшĕк тытакан хуçалăхшăн çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл çеç те мар - ялта, çывăх тăрăхра пурăнакан çамрăксене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме те май парать, ĕç укçин калăпăшĕ те çамрăксемшĕн пĕчĕк мар, унсăр пуçне Вăрмарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та хуçалăхпа тунă килĕшÿпе вĕсене хушма укçа тÿлет. Кăçал та иртнĕ çулсенчи пекех кунта Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулти аслă классенче тата Шупашкарти вĕрентÿ заведенийĕсенче вĕренекен 10 каччă икĕ сменăпа тăрăшаççĕ. Кашни сменăрах ĕç пахалăхĕшĕн яваплă бригадир та пур. Пĕрремĕш сменăна Шупашкарти техникăпа строительство техникумĕн студенчĕ Д.Петров йĕркелесе пырать. Унпа пĕрле А.Михайлов, М.Григорьев, Н.Желтухин, А.Алексеев тăрăшаççĕ. Иккĕмĕш сменăра вăй хуракансен бригадирĕпе В.Ивановпа пĕрле Н.Васильев, Д.Ефимов, К.Малышев, Б.Эверсков ĕçлеççĕ. Агрегата ĕçлеттерекен газ операторĕсем - В.Васильев, А.Николаев. Çулнă люцернăна уйран кунта Г.Садюков тата В.Никитин механизаторсем турттарса тăраççĕ.
«Икĕ сменăпа вăтамран кунне 5 тонна яхăн типĕтнĕ çăнăх хатĕрлетпĕр, - каласа парать кунти ĕçе пĕтĕмĕшле йĕркелесе пыракан газ оборудованине пăхса тăракан Г.Андреев инженер. Çанталăк темле пулсан та плана тултарманни пулман. Кунта вăй хуракансен ĕçне тоннăпа çеç хаклани те тĕрĕсех мар. Шутласа пăхăр - АВМ - 1,5 ĕçлеме пуçланăранпа 34 çул ĕнтĕ. Эппин çак хушăра 300 ытла çамрăк ĕç практики витĕр тухса çăкăр хакне туйса тăван çĕре юратма вĕренсе çитнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика