АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та…

18 июня 2016 г.

Эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та…

Врач, медицина сестри пулса тăрăшаканăн ĕçĕ чун туртăмĕпе, чун ыйтнипе çыхăннине палăртаççĕ. Ку чăнласах та çапла. Шăпах çак професси çынна чуна парса ĕçлеме, кирек хăш вăхăтра та ăна пулăшмашкăн ялан хатĕр пулма хистет. Ыттисен ыратăвне çывăха илекен, чирлĕ çынсемпе пĕр чĕлхе тупса вĕсене сыватакан Наталия Владимировна Громова районти тĕп больницăра невропатолог пулса вăй хурать.

1984 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнче çуралнă вăл. Ачаранах врач пулас килнĕ унăн. Вăтам пĕлÿ илнĕ çирĕп тĕллевлĕ хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче вĕренме тытăнать. 2009 çултанпа сывлăх хуралĕнче тăрăшать: малтанласа - çирĕплетнĕ участокпа терапевт, 2014 çултанпа - невропатолог. Хăйĕн ĕçне пĕлсе, юратса пурнăçлать. Кашни кун ирпе 7 сехет çурăра терапи уйрăмне сывă мар çынсем патне васкать. Унтан 9 сехетре тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене йышăнма тытăнать. 10 сехет хыçççăн электронлă майпа малтан çырăнса хунă çынсене йышăнать. 13 сехетрен больницăри тĕрлĕ уйрăмри чирлĕ çынсем патне çÿрет, вĕсен кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланать, консультацисем парать. Чирлĕ çынсене эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сыватас тет. Акă, приема килнĕ сывă мар çынпа ытларах калаçса ăна тимлĕх уйăрать, неврологи енĕпе усăллă канашсем парать. Хăйне тин анчах ĕçлеме килсен йывăр пулнине те пытармарĕ çамрăк тухтăр. Кун пирки вăл: "Кирек епле ĕçе те малтан пуçăнма йывăр вĕт. Манăн та çаплахчĕ. Кунта туслă коллектив пулни мана вăй-хăват паратчĕ. Уйрăмах Т.Петрова, Т.Алексеева терапевтсем, В.Петров, Г.Николаев реаниматологсем, В.Иванов травматолог тата ыттисем те канашсемпе нумай пулăшнă, пулăшаççĕ те. Тата паянхи кун невропатолог тухтăрĕ пулса ĕçлеме май килнишĕн /унччен ятарласа кайса ГИДУВ вĕренсе пĕтертĕм/ манăн район больницин тĕп врачне В.Кириллова ырăпа асăнас килет. 
Чăвашсем: "Ĕçне кура - хисепĕ", - теççĕ. Сывлăх хуралĕнче тÿрĕ кăмăлпа пысăк яваплăха туйса ĕçленĕшĕн Н.Громова район больницин тата район администрацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. 

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика