АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи кĕтнĕ хаçат

15 июня 2016 г.

Эрне пуçлансанах юнкуна кĕтетĕп, мĕншĕн тесен районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат çак кун халăх патне çитет. Унтан шăматкуна кĕтетĕп. Кашни статйине, пĕлтерĕвне интересленсех вуласа тухатăп. Хаçата вуласа тухнă хыççăн, мĕн те пулин хăвармарăм-ши тесе тепĕр хут пăхса тухатăп. Нумай çул çапла пурăнатăп. Хаçат маншăн чи çывăх юлташ. Район хыпарĕсене кăна мар, республикăра пулса иртекен тĕрлĕ пулăмсем пирки те çутатать «Хĕрлĕ ялав». Ватă çынсем валли кăна мар, çамрăксене те пĕлмелли нумай унта. Хаçат ĕçченĕсем ăçтан шыраса тупаççĕ çавăн чухлĕ хыпара! Пур çĕре те ĕлкĕреççĕ вĕсем. Çырăнтару тапхăрĕнче подпискăпа та вăй хураççĕ, лотерея та выляттараççĕ. Çакă вара хаçат çырăнакансене питех те килĕшет.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.ЕГОРОВ, хаcат cырaнакан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика