АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ

15 июня 2016 г.

Хисепе ĕçпе тивĕçнĕ

Вăрманкас ялĕнче пурăнакан илемлĕ те сăпайлă çыннăмăр Галина Петровна Ерукова хăйĕн 70 çулхи юбилейне уявлать. 

Вăл 1946 çулта Энтриялĕнче çуралса ÿснĕ ?ÿкерчĕк çинче/. Вăрçă хыççăнхи йывăр çул унăн чĕринче тарăн йĕр хăварнă. 10 çултах вăл амăшĕпе çурла тытса тырă вырма çÿренĕ. Çичĕ çула çитсен Энтриялĕнчи шкула çÿреме пуçланă, 1960 çулта 7 класс пĕтерсен малалла Урнарти шкула вĕренме çÿренĕ, çурран кашни кун вунă çухрăм утнă. Амăшне пулăшас тесе вăл яланах ялти ытти çамрăксемпе 1958-1966 çулсенче «Динамо» колхозра тырă вырнă, пăрçа çулнă, кĕреçепе çĕрулми кăларса пуçтарнă, кăшман ÿстернĕ çĕрте тăрăшнă. 1962 çулта çамрăк хĕре Вăрманкас каччи юратса качча илнĕ. Галина Петровнăпа Николай Андреевич 54 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем тăватă хĕр те пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Шел пулин те, 13 çула çитсен Света хĕрĕ сарăмсăр ку тĕнчерен уйрăлса кайни ашшĕпе амăшĕн чĕрине самаях амантса хăварнă. Хĕрĕсемпе ывăлĕн кашнин хăйĕн çемйи, вĕсем пурте хăйсем суйласа тупнă пурнăç çулĕпе такăррăн утаççĕ. Галина Петровна юратнă кукамай та, асанне те. Унăн 11 мăнук та 5 кĕçĕн мăнукĕ. Мăнукĕсемпе мухтанмаллипех мухтанать телейлĕ мăшăр. 1966-1971 çулсенче Энтриялĕнчи вăтам шкулта тирпейлĕхе тытса пыраканта ĕçленĕ вăл, 1975 çулта XXV партсъезд ячĕллĕ совхозри шкулта выльăх усрамалли комплексра буфетчицăра тăрăшнă. 1976 çулта хастар хĕрарăма Вăрманкасри ĕне ферминче тынашкасенчен ĕне туса нумай сĕт суса илме пултарнăшăн район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланă. 1980-1985 çулсенче Вăрманкасри трактор паркĕн столовăйĕнче повар пулнă. 1986 çултан пуçласа 6 çул хушши районти хăмла пуçтаракан пунктра рабочи пулса ĕçленĕ. Пирĕн юбилярăн ĕç стажĕ 40 çула яхăн. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 2000 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче «Ĕç ветеранĕ» удостоверенийĕ парса чысланă. 1996 çулта тивĕçлĕ канăва кайсан та вăй çитнĕ таран ĕçе çÿренĕ.

Галина Петровна ялти хисеплĕ хĕрарăм. Вăл ялта иртекен уявсене активлă хутшăнать. Паянхи кĕрекере ăна 70 çул тултарнă ятпа ачисем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, кĕрÿшĕсем, кинĕ, тăванĕсем, хăти-тăхлачисем, хресна хĕрĕсем, кÿршисем ăшшăн саламлаççĕ.
Калатпăр пĕтĕм кăмăлтан:
Нихçан ан ÿк эс вăй-халтан.
Ялан хастар та çирĕп пул,
Илемлĕ пултăр сан кун-çул.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.РАЗУМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика