АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватта пенси вăй кĕртет

15 июня 2016 г.

Ватта пенси вăй кĕртет

Кашни çын  расна. Кашни çын хăйĕн пурнăç çулĕпе утнă май темĕн те курать, темĕн те тÿсет. Паян савăнмалли, ыран кулянмалли. Пурнăç урапи пĕр тикĕссĕн кусмасть çав.  

Нумай çул пурăнакансен вара аса илмелли те, хăш тĕлте тĕрĕс, хăш тĕлте тĕрĕс мар утăм тунине тишкермелли те ытларах. Пурăна киле çын ытларах пĕтĕмлетÿ тума вĕренет. Кашни çын - уйрăм истори. Ку хутĕнчи сăмахăм Арапуç ялĕнче пурăнакан Валентина Федоровна Алексеева пирки. 86 çула çывхаракан кинемее ялта пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, вăл почтальон пулса пенсие тухнă. Хăй вăхăтĕнче 1500-шер экземпляр хаçат-журнал салатнă вăл ял тăрăх. Хаçат-журнал шăпи уншăн пĕрре те ют мар. Çамрăклах вăл районти типографинче «Хĕрлĕ ялав» хаçата наборлакан, верстальщик пулса ĕçленĕ. 19 çул тăрăшнă вăл типографире, çав вăхăтра 7 редакторпа ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. Çакăнта ĕçлесе пĕрремĕш ĕç укçине илни халĕ те асрах унăн. «Пĕрремĕш ĕç укçи илсен виçĕ тĕрлĕ тутăр туянтăм, пĕри лайăххи /пуян çын тутри теттĕмĕр ăна/, иккĕшĕ тĕрлĕ тĕслĕ тутăрсем. Киле Тупаха çити анне патне чупса çитрĕм те туяннă япаласене кăтартрăм. Анне савăннипе куççуль витĕр мана: «Эсĕ те укçа ĕçлесе илекен пултăн вĕт, Валя», - терĕ. Кашни кунах, канмалли кунсене шутламасан, ирхине ирех Тупахран Вăрмара 10 çухрăм, каçхине каялла çуран утнă...
Валентина Федоровна 1930 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Тупах ялĕнче çуралнă. Çемьери 5 ачаран чи асли пулнă вăл. Ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухсан кăштах та пулин укçа ĕçлесе илес тесе чукун çул çине ĕçлеме çÿренĕ. Унтан районти типографине ĕçлеме вырнаçнă. 25 çула çитсен Валентина Арапуç ял каччипе Михаил Григорьевпа паллашса çемье çавăраççĕ. «Хĕр чухне ултă хĕр-юлташ туслă пурăнаттăмăр, пĕрин те каччă çукчĕ. Каччăсемпе калаçма та пĕлмен, хытă сасăпа кÿренмелле калаçаттăм вĕсемпе. Çав-çавах та пĕринче Арапуçне çамрăксемпе пĕрле вăййа лекме тÿр килчĕ. Харăсах икĕ каччă çыпăçрĕ ман çумма, иккĕшĕ те Мишша ятлă. Пĕрне çавах суйласа илтĕм, аван ача пулчĕ, мăшăрлантăмăр», - каласа парать Валентина Федоровна хăйĕн çамрăклăхĕ çинчен аса илсе. Мăшăрĕ М.Григорьев пурнăç тăршшĕпех ялта колхозникре ĕçленĕ. Иккĕшĕ вĕсем 5 ача çуратса ÿстернĕ. Шел пулин те, Валентина Федоровнан мăшăрĕ 2010 çулта унран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Ырăпа кăна аса илет ăна кинемей. 
Валентина Федоровна мĕн çамрăкранах ал ĕçĕпе аппаланма юратнă. Вăл ĕçре палăрнăшăн тивĕçнĕ чылай Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене хăй аллипе тунă переплет ăшĕнче упрать. Пурнăç тăршшĕпе пухăннă документсем уншăн çав тери паха, кашниех мĕнле те пулин пулăмпа çыхăннă. Валя аппа тĕрлĕ япаласем çыхма, тĕрлеме юратнă, халĕ нускирен пысăк япала çыхаймасть. Çамрăкрах чухне вара ачисене, тăванĕсене те çыхса тăхăнтартнă. Кăнтăрлахи апата килсен те алла çиппе йĕп ярса илнĕ. Хăйĕн çинчи кĕпине те хăех çыхнă. Халĕ вăл килте пĕчченех пурăнать. Канмалли кунсенче ачисем килеççĕ. Унăн аслă хĕрĕ, Надежда, ывăлĕ Юрий хăйсен çемйисемпе Шупашкарта пурăнаççĕ. 
Валентина Федоровна пирки çемçе кăмăллă хĕрарăм тесе калаймăн, вăл çирĕп шухăшлă кинемей. Килĕнче пĕчченех пурăнать, хаçат вулать, хăех шыв кÿрет. Ăçта та пулин кайса килмелле пулсан вăл сотовăй телефонпа хăй пĕлекен таксиста чĕнсе илет. Канмалли кунсенче вара ачисем килессе кĕтет.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика