15 июня 2016 г.

Июнĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршыв Раççей кунне уявларĕ. Ку вăл Раççей Федерацийĕн патшалăх уявĕсенчен чи çамрăкки. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш Съездĕнче Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен Деклараци йышăннă, çакă вара Раççей Конституцийĕ тата унăн саккунĕсем ертсе пыни çинчен пĕлтернĕ те. 1992 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа çак куна уявлама тытăннă. Çак кун Раççейри пур хуласемпе ялсенче те чаплă лару-тăрура уяв мероприятийĕсем иртеççĕ.
Чăваш Енре патшалăх уявĕн тĕп вырăнĕ Шупашкарти Хĕрлĕ площадьре пулнă. Кунта кашниех хăй Тăван çĕршыва парăннине тата юратнине пĕлтерме 5 пин ытла çын пуçтарăннă.
Уяв творчествăллă коллективсем хамăр çĕршыв историне кĕскен театрализациленĕ ÿкерчĕксемпе сăнланипе уçăлнă. Унтан Раççей Гимнĕ янăранă. Уява хутшăннă мĕнпур халăха чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă. Вăл Раççей кунĕ наци пĕрлĕхĕн символĕ, вăйĕ пулнине тата Раççей çирĕплĕхне пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл чăвашсене çутта кăларакан И.Яковлевăн сăмахне: «Раççее ĕненĕр, юратăр, вăл вара сирĕн аннĕр пулĕ», - тесе халалланине аса илтернĕ.
«Çак сăмахсем паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен Чăваш Ен халăхĕ хăйĕн йăли-йĕркине тытса пырса Тăван çĕршыва юратнине çирĕплетет», - тесе хушса каланă М.Игнатьев.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Раççей кунĕнче Раççей Федерацийĕн паспортне чаплă лару-тăрура параççĕ. Кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕнче те Шупашкарта пурăнакан Б.Авдеев, М.Васильев, Л.Ложкина, Д.Регина, Е.Павлов, М.Родионова, М.Сергеев, Д.Скворцов тата А.Соколов хăйсен тĕп документне Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн аллинчен илнĕ. Паспортсене чаплă лару-тăрура панă çĕре Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Комитечĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен Председателĕн заместителĕ А.Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов хутшăннă.
Н.Малов Раççей кунĕ чи паллă уявсенчен пĕри пулнине тата вăл пирĕн халăхăн демократиллĕ суйлавне палăртнине каланă. Çак уяв Тăван çĕршыва юратакансене унăн историйĕпе тата халăхĕпе мухтанакансене пурне те пĕрлештерсе тăнине палăртнă.
Шупашкарта пурăнакан яш-кĕрĕме паспортсем пани пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ самант пулни çинчен те каланă республика парламенчĕн председателĕн заместителĕ. Çак пулăм Раççей кунĕпе пĕр килни хамăр çĕршывпа мухтанса кашнине вăй-хал кÿрет. «Çакă пирĕн вăйлă Раççейĕн тивĕçлĕ ывăлĕпе хĕрĕ пулма та хистет», - тенĕ Н.Малов.
Источник: "Урмарская районная газета"