15 июня 2016 г.

Иртнĕ шăматкун Вăрмар район çыннисем çурхи ĕçсене вĕçленине халалласа иртнĕ Акатуйра савăнчĕç. Хавас кăмăл-туйăмпа район çыннисем, хăнасем поселок центрне пухăнма пуçларĕç, кашниех вĕсем пĕр-пĕрне тĕл пулса калаçма тÿр килнишĕн хĕпĕртерĕç, пуринчен ытла ачасем савăнчĕç.
Поселокра тÿрех темиçе çĕрте уяв мероприятийĕсем иртрĕç. Ленин урамĕпе «Ăстасен хули» ÿнер тата ал ĕç ăстисен куравĕ вырнаçрĕ. Кашни ял тăрăхĕнчи культура сферин ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Тĕп площадьре Чăваш патшалăх пуканесен театрĕн илĕртÿллĕ программи ачасене хăйĕн патне пуçтарчĕ. Стадионта суту-илÿ палаткисем, ачасем валли тĕрлĕ аттракционсем ĕçлерĕç. Района çак кун килсе çитнĕ хăнасемшĕн уйрăмах «Вăйă карти» хореографи композицийĕ илĕртÿллĕ пулчĕ. Ачасем те хăйсен ташăри пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Культура ĕçченĕсен хореографи сюити хыççăн хăнасене çăкăр-тăварпа сăйларĕç.
Акатуй уявне Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков уçрĕ, çĕр ĕçченĕсем хăйсен ырми-канми ĕçĕпе район аталанăвĕшĕн пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Район пуçлăхĕн саламлă сăмахĕ хыççăн РФ тата ЧР Гимнĕсен янăравĕпе «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕн механизаторĕ А.Васильев тата «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн хăмлаçи З.Петрова РФ тата ЧР ялавĕсене çÿлелле хăпартса ялкăштарчĕç. Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн сывлăх сыхлавĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн тата обществăлла пурнăçра активлă пулнăшăн Кĕлкеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, медицина наукисен докторне, ЧР наукин тава тивĕçлĕ ĕçченне, профессора, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУĕн патофизиологи кафедрин заведующине Л.Иванова «Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ята панă. Çавăн пекех Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралса ÿснĕ, Вăрмар районĕн аталанăвĕшĕн пысăк тÿпе хывнă ĕç ветеранне, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн яваплă секретарĕнче нумай çул ĕçленĕ Чăваш наукипе искусствисен халăх академийĕн членне, темиçе кĕнеке авторне А.Хованские «Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Раççей кунне халалласа районти çамрăк граждансем М.Александровпа М.Павлова тĕп документ - паспорт илчĕç.
Саламлă сăмахпа ЧР Культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Т.Казакова тухса калаçрĕ. Вăл ялхуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул ĕçленĕшĕн «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин тĕп инженерне Ю.Никонорова «ЧР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» паллăпа чысларĕ. Çавăн пекех Татьяна Васильевна нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Тав çырăвĕсене район администрацийĕн организаципе контроль тата кадрсен енĕпе ĕçлекен пайăн тĕп специалист-экспертне Н.Иванова, архив ĕçĕсен секторĕн заведующине Г.Нарсована, «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн руководительне С.Дмитриева пачĕ.
Нумай çул ырми-канми ĕçленĕшĕн, ЧР агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн ЧР ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе «Ямуков Г.Н.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнчи водителе Н.Васильева, «Шигали» ялхуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕсене В.Григорьева, В.Федорова, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин» бухгалтерне Л.Трофимовăна наградăланă.
Çавăн пекех ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул ĕçленĕшĕн ЧР Экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотине райпон «Общепит» обществăн кондитерĕ В.Баранова тивĕçнĕ. ЧР Çул-йĕр хуçалăхĕпе транспорт министерствин Хисеп грамотипе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата 60 çулхи юбилей ячĕпе «ММК-сервис» тулли мар яваплă обществăн водительне В.Купцова чысланă. ЧР Культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисене Арапуçĕнчи культура çурчĕн аккомпаниаторĕ В.Быков, «Вăрмар районĕн культура аталанăвĕн центрĕн» ача-пăча библиотекин библиотекарĕ Е.Михайлова, «Салам» ушкăн руководителĕ А.Сорокин тивĕçнĕ. Агропромышленность комплексĕн тытăмĕнче нумай çул ĕçленĕшĕн «Петров Е.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕ Е.Петров Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тата ытти техникăна тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Нумай çул ĕçленĕшĕн тата бокс аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Вăрмарти А.Ф. Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерне Г.Николаева ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç. Республика шайĕнче иртнĕ «Чăваш Енри чи хăтлă хула /ял/ тăрăхĕ» конкурсра 4-мĕш категорири муниципаллă пĕрлешÿсен йышĕнче Арапуç ял тăрăхĕ 1 степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Çак конкурсрах 1-мĕш категорири муниципаллă пĕрлешÿсен шутĕнче Вăрмар хула тăрăхĕ 3 степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
Акатуй кунне яллă вырăнта çурт хăпартма е туянма социаллă тÿлев илме ирĕк паракан свидетельствăна «Васильев С.Г.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕ С.Васильевăн çемйи тивĕçрĕ.
Раççей кунĕпе тата Акатуй ячĕпе район çыннисемпе хăнисене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев саламларĕ, «Слава» тулли мар яваплă обществăн механизаторне С.Егорова, «Передовик» АПК механикне М.Ленскине, «Шигали» ЯХПК механизаторне С.Петрова «Единая Россия» партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн Тав çырăвĕсене пачĕ.
Район çыннисемпе хăнисене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» АО генеральнăй директорĕ В.Иванов, Вăрмар районĕн Шупашкарти ентешлĕхĕн председателĕ Ю.Филиппов, «Дент-а-мед» стоматологи клиникин тĕп тухтăрĕ Ю.Зорин, Вăрмар РАЙПО председателĕ С.Харитонов, «Россельхозбанк» АО Чăваш Енри филиалĕн директорĕн заместителĕ Н.Федотов, «Росгосстрах» страховани компанийĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ И.Алексеева саламларĕç.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов хăйĕн саламлă сăмахĕнче ял ĕçченĕсен ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхĕ район аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ.
Çурхи ака-суха ĕçĕсенче ырми-канми тăрăшнисене, ял тăрăхĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче пысăк результатсем кăтартнă ĕçченсене чысласси малалла тăсăлчĕ. Вĕсене пурне те Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем панисĕр пуçне хаклă парнесем парнелерĕç.
Уявăн официаллă пайĕ концерт программипе тăсăлчĕ.
Вăрмар халăхĕ спортпа питĕ туслă. Ахальтен мар ĕнтĕ хăйĕн Вăрмар районĕн спорт энциклопедийĕнче кун пирки пултаруллă журналист, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Хĕрлĕçырăн хисеплĕ гражданинĕ А.Хованский çапла çырнă: «Пирĕн районтан 300 яхăн чи пултаруллă спортсмен тухнă: вĕсенчен 130-шĕ СССР тата Раççей спорт маçтăрĕсем, 110-шĕ - спорт маçтăрĕн кандидачĕсем, Олимп вăййисене пĕтĕмĕшле 6 спортсмен пирĕн районтан хутшăннă».
Халĕ те çак ырă йăлана, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ Вăрмарсем, çак тăрăхра пурăнакансем. Çакна эпир Акатуй уявĕнче спорт мероприятийĕсене тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем йышлăн хутшăнни тăрăх та хаклама пултаратпăр.
Акă, тĕп стадион çумĕнче палăртнă вырăна тĕл персе лектерессипе арçынсем хушшинче О.Николаев /Пысăк Енккасси/ - пĕрремĕш, С.Никитинпа /Вăрмар пос./ О.Мефодьев /Мăнçырма/ - иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç. Хĕрарăмсем те активлă хутшăнчĕç çак вăййа, Е.Эверскова /Кивĕ Вăрмар/ - чи тĕл персе лектерекенни пулчĕ, Н.Матвеевăпа /Кивĕ Вăрмар/, И.Артюкова /Кавал/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Юнашарах шашка-шахмат вăййисем иртрĕç. Кунта та ăс-тăн вăййисене чылаййăн хутшăнчĕç. Çав-çавах чи çивĕч ăс-тăнли мала тухрĕ. Вĕсем хушшинче шахматла выляса Н.Ермолаев /Эçпепе/ палăрчĕ. Ун хыççăн В.Максимов /Чупай/ - иккĕмĕш, Н.Николаев /Кемерово облаçĕ/ - виççĕмĕш пулчĕç. Шашкăлла выляса Н.Дмитриев /Кавал/ - пĕрремĕш, А.Эверсков /Кивĕ Вăрмар/ - иккĕмĕш, В.Евгеньев /Вăрмар пос./ - виççĕмĕш тухрĕç. Волейбол вăййи те хăй патне чылай куракана йыхравларĕ. Кунта 3 команда хутшăнчĕ: Вăрмарти «Ветераны» тата «Студенты» командăсем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене çирĕплетрĕç, Нурлатран килнĕ хăнасен «Нурлаты» командăн виççĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулчĕ. Кире пуканĕ çĕклессипе, алă вăйĕ виçессипе хĕрарăмсем хăйсене тĕрĕслерĕç. Акă, пĕр пăт таякан кире пуканне Анжела Андреева /Кĕтеснер/ - 27, унăн амăшĕ - Антонина Андреева 20 хутчен çĕклерĕç. Палăртас пулать, вĕсем çулсеренех çак енĕпе палăраççĕ. Арçынсем хушшинче 24 кг таяканнине Ю.Петров /Пĕчĕк Енккасси/ - 36, А.Никитин /Вăрмар пос./ - 35, Е.Сергеев /Энĕшпуç/ - 35 хут çĕклерĕç. Çÿлерех асăннă Кĕтеснер ялĕнчи спорт пикисем алă вăйĕ виçессипе пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсенче, А.Игнатьева /çак ялсемех/ - виççĕмĕш пулчĕ. Арçынсенчен Ю.Петров /Пĕчĕк Енккасси/ - пĕрремĕш, В.Мясников /Кивĕ Вăрмар/ - иккĕмĕш, Р.Гарифуллин /Шупашкар хули/ - виççĕмĕш пулчĕç. 16 кг кире пуканне аяккарах ывăтассипе А.Валиев /Нурлат/ палăрчĕ, А.Саминовпа /Çĕнĕ Шулхан/ Д.Григорьевăн /Вăрмар пос./ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемпе килĕшмелле пулчĕ. Турник çинче туртăнса та арçынсем хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. П.Дубровский /Вăрмар пос./ чи нумай туртăнаканнисенчен пĕри пулчĕ /32/, Р.Павлов /Кивĕ Шулхан/ 30 хутчен туртăнса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Ун хыççăн - М.Малышев /Кивĕ Вăрмар/ 28 хутчен турникрен туртăнма пултарчĕ. Яланхи йăлапах çăмăл атлетсем 60 метрлă дистанцие парăнтарма тухрĕç. Çивĕч чупура И.Иванова /Энĕшпуç/ чи хăвăртти пулчĕ, И.Топтыгинăпа /Кивĕ Мăнтăр/ А.Васильева - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Арçынсем хушшинче А.Павлов /Кивĕ Вăрмар/ - пĕрремĕш, Д.Никитин /Вăрмар пос./ - иккĕмĕш, С.Александров /Мăнçырма/ - виççĕмĕш. Чупса пырса тăршшĕне сикессипе те ăмăртрĕç: А.Иванова /Энĕшпуç/ - чи вăйлă сикекенсенчен пĕри пулчĕ, ун хыççăн И.Ивановăпа /Энĕшпуç/ А.Владимирова /Вăрмар пос./ палăрчĕç; арçынсем хушшинче Е.Павлов /Арапуç/ - пĕрремĕш, К.Дмитриев /Кĕтеснер/ - иккĕмĕш, Е.Сергеев /Энĕшпуç/ - виççĕмĕш пулчĕç.
Йывăр тиевлĕ лава туртасси спорт вăййисене кăмăллакансемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Кунта 350 кг таякан лава 10 метр тăршшĕне вăхăтпа туртмалла пулнă. Асăннă спорт тĕсне пурĕ 6 çын хутшăннă. Вĕсен хушшинче А.Степанов /Чупай/ 6,28 çеккунтра, Н.Васильев /Вăрмар пос./ - 6,70 çеккунтра, Н.Никифоров /Пысăк Енккасси/ - 7,53 çеккунтра туртрĕç.
Ĕçпе юрă, спорт уявне яланах кĕрешÿ вăййи те хăйне евĕр илем кÿрет. Çак вăхăтрах тĕп стадионта «Урмары» /Вăрмар пос./ тата «Старые Урмары» /Кивĕ Вăрмар/ футбол командисем тĕл пулчĕç. Палăртма кăмăллă, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн руководителĕ Н.Малов футбол турнирне чаплă лару-тăрура уçрĕ, пухăннисене Раççей кунĕ тата Акатуй уявĕпе саламларĕ, чи пултаруллă футболистсемпе районта палăрнисене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Унтан çивĕч тупăшура «Старые Урмары» команда 3:1 шутпа выляса илчĕ. Кĕрешÿ паттăрĕсем те палăрчĕç. Малтан кĕлетке йывăрĕшĕпе 70 кг таранчченхисем тупăшрĕç: И.Егоров ?Кивĕ Вăрмар/ çак категорире кĕрешÿ паттăрĕ пулнине çирĕплетрĕ, така выляса илчĕ. Н.Шапеевпа /Хĕрлĕçыр/ Б.Ганиев /Тутар Республики/ - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Йывăрăшĕпе 70 кг ытла таяканнисем хушшинчи кĕрешĕвĕ каçченех пычĕ. Вăйли çĕнтерет тенĕн А.Ахметов /Тутар Республики/ чăн паттăр ятне тивĕçрĕ. Унăн аллинче - чи хаклă парне - така. А.Алексеевпа /Кивĕ Вăрмар/ А.Иванов / Вăрмар пос./ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемпе килĕшрĕç. Пурне те район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов çак чаплă уяв ячĕпе чĕререн саламларĕ, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хаклă парнесемпе чысларĕ.
Каçкÿлĕм поселокри тĕп лапамра савăнăçлă уяв концерчĕпе Шупашкартан килнĕ хăнасем савăнтарчĕç. Уяв салючĕ хăйĕн илемĕпе пурне те тыткăнларĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА, И.АНТОНОВА.