11 июня 2016 г.
Ача чирпе аптрани ашшĕ-амăшĕшĕн те, тăванĕсемшĕн те пысăк хуйхă, шыçă чирĕ пушшех те хăратать. Ăна экологи улшăнса пыни, тĕрĕс мар апатланни, япаласен ылмашăвĕ тата ытти те пуçарса яма пултарать. Çак чирпе аптраса вилекенсем те пур. Усал чир çын миçе çултине пăхмасть. Вăл пĕчĕк ачасен те, 6-7 тата 12-16 çулсенчи ачасен те тĕл пулать. Чире çийĕнчех тупса палăртни çынна часрах сывалма пулăшать, 3-4 стадисенче сывалас шанчăк чакнăçемĕн чакать.
Усал чир таçта та çитет. Акă, тĕслĕхрен, пирĕн районта та иккĕри ача юн чирĕпе чирленине тупса палăртнă, халĕ ăна пур майсемпе те сиплеççĕ. «Мĕнрен пуçланать-ха çак чир», - тейĕ вулакан. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен: хĕвел радиацийĕ ÿсни, ачасем çумĕнче пирус туртни, çитĕнсе пыракан организма витаминсем, микроэлементсем, аминокислотасем сахал кĕни, пулни, йăхран-йăха куçни, генетика. Хăш-пĕр чухне чир ăçтан тата мĕнле пуçланса кайнине палăртма та йывăр.
Чир вăрттăн пĕр паллăсăр аталанса пырать. Çавăнпа та çыннăн çулталăкра е виçĕ çулта пĕрре харпăр-хăй сывлăхне тĕплĕн врач патĕнче тĕрĕслеттермелле. Ачасем тĕлĕшпе илес пулсан вăл тăтăшах йĕме пăхать, хускануллă вăйăсенчен пăрăнать, вăйĕ чакни сисĕнет, апат начар çиет, йывăрăшĕ чакать, вар-хырăмĕ пăсăлать, пĕр сăлтавсăрах ÿт температури ÿсет те чакмасть, ачан ÿчĕ шуранкаланса каять, сăмсинчен юн кайма пултарать, пуçĕ ыратать, час-часах хăсать, хырăмĕ ÿсме пуçлать, йывăррăн сывланине асăрхама пулать. Кун пек чухне ача хăйĕн мĕн ыратнине тĕллĕн калама пултараймасть. Вĕсен шыçă чирĕсем пысăккисенчен уйрăлса тăраççĕ: ытларах чухне лейкоз /юн чирĕ/, пуç мими шыççи, нефробластома /пÿре чирĕ/, ретинобластома /куç чирĕ/, рабдомиосаркома, остеосаркома /шăмă чирĕ/ тата ыттисем те палăраççĕ. Çак чирсене тупса палăртма тĕрлĕрен тĕпчев пулăшать: юн анализĕ, магнитпа-резонансла томографи, УЗИ тĕпчевĕ, рентген туни, биопси. Шыçă чирĕпе аптранă тесе палăртсан, ачана тÿрех республикăри ачасен тĕп больницине «онколог патне» тесе çырса яратпăр та диагноза тĕпчесе сиплеме тытăнаççĕ. Кун пек чухне тăруках хăраса ÿкмелле мар, вăрах вăхăт пулин те çийĕнчех сипленме тăрăшмалла, алла усса лармалла мар. Кирек мĕнле чиртен те сывалса çутă малашлăха пăхма тĕллев лартмалла. Çакă вара пурнăçра чи кирли.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ВАСИЛЬЕВА, район больницин онкологe.