АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлес текен валли алăк уçă

11 июня 2016 г.

Ĕçлес текен валли алăк уçă

Июнĕн 12-мĕшĕ - çăмăл промышленноç  ĕçченĕн кунĕ. Çак ятпа эпир Вăрмар поселокĕнче вырнаçнă «Светлана» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăмăр.

Ку вăл районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисенчен пĕри. Паянхи кун предприятире 74 ĕçчен тăрăшать. Хĕрарăмсен коллективĕнче кашнин хăйĕн ĕçĕ. Цехра ирхине ирех паянхи йышши çĕвĕ машинисем умне ларса тухнă хĕрарăмсем хăйсен ĕçне тытăнаççĕ. Вĕсен вăр-вар аллисем ятарласа касса кăларнă пусма татăкĕсене пĕр-пĕринпе туххăмрах сыпăнтараççĕ - тумтир хатĕр пулать те. Çĕвĕ цехĕнче ятарлă ĕç тумтирĕсем ?хĕллехи, çуллахи/, вырăн таврашĕ, ача-пăча валли курткăсем, тĕрлĕ тумтирсем, медицина халачĕсем çĕлеççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ изделисем çĕлеме саккассем те йышăнаççĕ. «Светлана» общество çĕлесе хатĕрленĕ тумтире Мускав, Санкт-Петербург, Ижевск, Хусан, Канаш тата ытти хуласенчи тĕрлĕ предприятисенче ĕçлекенсем тăхăнаççĕ. Унсăр пуçне Вăрмар районĕнчи чылай предприяти-организаци, хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсен ĕçченĕсем те «Светлана» урлă тумланаççĕ. 
Ĕçлеме килес текенсем валли «Светлана» алăкĕсем яланах уçă, çĕлеме пĕлменнисене ĕç майне вĕрентеççĕ, пулăшаççĕ. Кашни çулах çĕвĕ фабрики Тав хучĕсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçет. 2013 çулта «Чи лайăх предприяти» ята çĕнсе илнĕ. Акă иртнĕ çул, 2015 çулхи октябрь уйăхĕнче, «Светлана» 5 çулхи юбилейне паллă туса ирттерчĕ. Савăнăçлă пулăма паллă тума кунта вăй хуракансем хăйсем çине тăчĕç, çĕвĕ цехне шарсемпе илемлетрĕç. 
Çĕвĕ фабрикин директорĕ С.Белоусова ертсе пыракан коллектив шанчăклă, хăйсен ĕçне парăннă çынсенчен тăрать. «Нумайăшĕ кунта предприяти мĕн уçăлнăранпах ĕçлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ шанчăклă коллектив тăрăшнипе çăмăл мар кризис вăхăчĕсене тÿссе ирттертĕмĕр. Коллектив туслă пулни пулăшать. Кунта тăрăшакан ĕçченсене пурне те çăмăл промышленноç ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп. Сирĕн çемйĕрсенче юрату, килĕшÿ хуçаланччăр», - терĕ Светлана Николаевна.
Чи нумай çул ĕçлекен çĕвĕçсенчен пĕри - Антонина Петровна Васильева. Июнĕн 14-мĕшĕнче вăл 55 çул тултарать. Ĕçри коллектив ăна хисеплесе çак паллă кун ячĕпе саламлать. Коллектив çирĕплĕхĕнчен предприяти ăнăçлăхĕ килет. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлемелле пултăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика