АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурçă утне алăран ямасть

11 июня 2016 г.

Тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслесе пăхнă хăйне Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Ю.Архипов пурнăçа çĕнĕ юхăм сăрхăнса кĕриччен - фермер хуçалăхĕсем пуçланса кайиччен.

Антонинăпа Виталий Архиповсен çемйинче 1967 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче кун çути курнă пĕрремĕш ача - Юрий. 1985 çулта Мăнçырмари вăтам шкула вĕренсе пĕтерни çинчен аттестат илсенех вăл арçыннăн чи пысăк тивĕçне пурнăçласа çар ретне тăнă: 1985-1987 çулсенче Чита облаçĕнче Китай чиккинче Тăван çĕршыв тăнăçлăхне сыхланă, пограничник пулнă. Салтакран таврăнсан малтан шкулта аслă вожатăйра, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекенре, ялти клуб заведующийĕнче ĕçленĕ.
Ытти çамрăксене кура Юрий те вахта мелĕпе Мускава çÿреме пуçланă: пĕр уйăх хулара та пĕр уйăх ялта. Ялта ирттермелли уйăх лăпкăлăха хăнăхман чуншăн ытла та кичем пек туйăннă: 2007 çулта Юрий Витальевич хăйсен çĕр пайĕ - 4 гектар çинче çĕр ĕçĕпе ĕçлеме пуçланă: çĕрулми, тĕш-тырă, нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтернĕ. Кунпа пĕрлех 12 гектар аренда çĕрĕ çинче тыр-пул акса ÿстерме пуçланă çамрăк фермер. Халĕ ĕнтĕ вăл пушă вăхăтра хурçă ут рульне алăран ямасть, анлă уй-хирте хăйне ирĕккĕн туйса кăкăр туллин сывлать. Гектарсен шутне çулран-çул ÿстерме палăртнă ĕçе чунтан парăннă Юрий Витальевич: кăçал аренда пайне тата тăватă гектар чухлĕ ÿстернĕ, нумай çул ÿсекен курăк акса хăварнă, ытти лаптăксем çинче сĕлĕ, урпа, çурхи тулă куçа савăнтараççĕ.
Ĕç ăнса пырсан çын яланах малалла талпăнать. Ю.Архипов та çĕр лаптăкне татах пысăклатас кăмăллă, çитес çул валли тепĕр тăватă гектар çĕре сухаласа хатĕрлесе хăварасшăн.
Пуçăннă ĕçе вăхăтра та кирлĕ пек туса хăварма ялхуçалăх техники çителĕклĕ пулни май парать - кашни çулах пĕрер техникăпа пуянланнă. Нумай çул ÿсекен курăк лаптăкĕ пысăккине кура 2012 çулта утă тавăрмалли техника туянни ĕçе нумай çăмăллатнă.
Тĕш-тырă пурин те пĕр вăхăтра пиçсе çитет, вăхăтра пухса кĕртмесен тăкăнса та пĕтет, çанталăк та хăратать. Çак йывăрлăхран тухас тесе 2013 çулта комбайн илнĕ Архиповсем.
Паллах, хăшпĕр техники вĕр-çĕнĕ мар, юсамалла та, саппас пайсем те илмелле. Хăйсен ĕçне чунтан парăннă çемье. Çак ĕçе те шăкăл-шăкăл калаçса часах туса хурать. Аслă Архипова çĕр çинче ĕçлеме икĕ ывăлĕ - Артемпа Алик - пулăшаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Лева техникăна юсанă вăхăтра тунсăхлама памасть, мĕн çинчен те пулин каласа кăтартмалли тупатех. Ĕçчен те ÿркенмен çын таçта çитме те, тем ĕç тума та ĕлкĕрет. Ял çыннисен хисепне тивĕçнĕ Юрий Витальевич Архипова 6-мĕш округри суйлавçăсем виççĕмĕш хутчен хăйсен шанăçне тÿрре кăларасса шанса Мăнçырма ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика