АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыл хурчĕ - унăн киленĕçĕ

11 июня 2016 г.

Пыл хурчĕ - унăн киленĕçĕ

Хăйĕн ĕçне чун ыйтнă пек юратса пурнăçлакан çын телейлĕ. Ăна вăл пурăннă чух нихăçан та пăрахмасть, çак ĕç патне унăн туртăм пур, мĕншĕн тесен вĕсен юратнă ĕçĕ йăх-несĕлсен тăваттăмĕш сыпăкĕ таранах пырать. Кун пирки: «Манăн ватă асатте те вĕлле хурчĕсене тытнă», - тесе пĕлтерет Н.Петров утарçă. 

Çĕнĕ Вĕренер каччи шкулта пĕлÿ пухнă хыççăн Вăрнарти профтехучилищĕн ялхуçалăх пайĕнчен хурт-хăмăр ăстине вĕренсе тухать, унтан хĕсметри тивĕçне пурнăçлать. Тăван яла таврăнсан «Тегешевский» хуçалăхра утарçă пулса тăрăшать. Халĕ «Иванов Н.А.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕнчи утарта пыл хурчĕсене пăхать. Хăйĕн уйрăм хушма хуçалăхĕнче те чылай çул туслă çемйипе пĕрле вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. «Пылне çиес тесен хăш тапхăрта мĕнле ĕçсене пурнăçламалла-ши;», - тесе ыйтсан Николай Александрович мана кун çинчен кăмăлпах каласа кăтартрĕ. Пĕлмелли çав тери нумай кунта. Акă, паянхи кун вĕсем çăвăр тухассине сыхлаççĕ иккен, урăхла каласан çакна хурт çемйипе уйрăлса тухни теççĕ. Ÿсентăран чечеке ларсан хуртсем сĕткен пуçтарма тытăнаççĕ. Çителĕклĕ пуçтарса çитерсен Петровсем пылне уçласа илеççĕ. Çапла вара юратнă ĕç кил хуçалăхĕнче те, утарта та киленĕç кÿрет. Çавна пулах вăл 38 çул вĕсемпе пĕр чĕлхе тупать, хăй ĕçĕнче чăн ăста пулнине пĕрре кăна мар çирĕплетет. Шанса панă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн Николай Александрович Петрова Чăваш Республикин Президенчĕн 2001 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн «ЧР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Хисеп грамотисем те чылай унăн. Чуна çывăх, çав вăхăтрах юратнă ĕç вăл - çитĕнĕвĕн никĕсĕ те. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика