11 июня 2016 г.

«Пурнăçа лайăхлатас тесен нумай ĕçлемелле», - текен ваттисен сăмахĕ ку хутĕнче «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн руководителĕ П.Крылов мĕнле тăрăшуллă çын пулнине çутатса парать тесе калассăм килет.
Петр, Иван, Владимир Крыловсемшĕн çывăх кĕтес - хăйсем çуралса ÿснĕ Çÿлти Кинчер ялĕ. Çак ял çĕрĕ çинче ÿсен-тăрансене акса-лартса туса илсе, выльăх-чĕрлĕх усраса хуçалăха кунран-кун аталантарса пыраççĕ ĕçре ÿркенменскерсем. «Пултаруллă çын пур çĕрте те пултаруллă», - теççĕ. Ку сăмахсемпе килĕшмесĕр тăма çук ĕнтĕ.
Хуçалăхра 200 гектар кĕрхи пĕрчĕллĕ культура акса хăварнă пулнă, халĕ вăл Атăл хумĕ пекех хумханса ларать, пысăк тухăç пулас шанчăк пур. Çурхи пĕрчĕллĕ культура 690 гектар çинче ешерет. Нумай çул çитĕнекен курăк 1272 гектар йышăнать. 200 гектар таса çĕре тислĕк тăкса сухаласа кĕрхи культурăсем акма хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра пур агротехника требованийĕсене пăхăнса пырса çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем çине гербицид сапаççĕ. Хальхи йышши ятарлă Valtra тракторпа Kverneland опрыскивательпе А.Константинов механизатор вăй хурать. Т-150 тракторпа В.Васильев унта шыв турттарать. Ĕç конвейерĕ пĕр минут та усăсăр лармасть. Çакна вара хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлакан механизаторсем йĕркелесе пыраççĕ. Хуçалăх руководителĕ вĕсемпе кăмăллă. «Икĕ алла пĕр ĕç, хăнăхнă та... Пире ĕçре хисеплеççĕ пулсан, мĕншĕн-ха алла усса лармалла», - теççĕ механизаторсем хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарма ыйтсан.
Хуçалăхра ĕç кĕрлесе тăрать. Пĕрисем руль умĕнче, теприсем кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем валли çĕре сухаласа хатĕрленĕ çĕре фермăран уя тислĕк турттараççĕ, ялхуçалăх техникине утă çулма хатĕрлеççĕ, виççĕмĕшĕсем кĕтÿ кĕтеççĕ, кĕскен каласан кама мĕнле ĕç шанса панă - пурте яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Ял варринче Кинчерсем часовня тума хатĕрленнĕ çĕрте те хуçалăх ĕçченĕсем пулăшма вăхăт тупаççĕ
Фермăри выльăх-чĕрлĕх уçă сывлăшра, чĕркуççи таран çаран утти çинче çÿрет. Çуркунне çитсенех курăксене сÿрелесе минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ иккен кунта. Выльăхсене шăварма тесе ятарласа пĕве чавса хатĕрленĕ. Пĕчĕк пăрусем валли вара вĕсем çÿрекен вырăнта вăрăм валашкасем лартса панă та тракторпа шыв илсе пырса шăвараççĕ. Кĕтÿре шанчăклă кĕтÿçĕсем çÿреççĕ: Ю.Соснин, И.Миронов, Ф.Кириллов, Н.Краснов. Вĕсем пĕрремĕш çул кăна мар ĕнтĕ ку ĕçре, хăйсен ĕçне аван пĕлеççĕ.
«Симĕс курăк çине тухсан аш-какайлăх тытакан мăйракаллă шултра выльăхсен талăкра ÿт хушаслăхĕ те самаях лайăхланать. Çĕр-аннемĕр тăрантарать те, сыватать те», - тет П.Крылов кĕтÿри тĕрлĕ ăратлă выльăхĕсем çине ытараймасăр пăхса.
П.Крылов генеральнăй директорпа калаçнă май пур ĕç те пĕччен ĕçленипе мар, коллективпа туслăн вăй хунипе пулса пыни палăрчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.