АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек куçа курăнса килмест

11 июня 2016 г.

Шăрăх кунсенче ашшĕ-амăшĕсем москит сеткисем лартнă хваттер чÿречисене яриех уçса хураççĕ. Ачасем вара çакна ăнланмасăр сетка çине тĕрĕнеççĕ те чÿречерен тухса ÿкеççĕ. Москит сеткисем шанчăксăр пулни пирки ан манăр. Ачасене чÿрече умне тăрса урама сăнама та ан хăнăхтарăр, хăвăр çук чухне те вĕсем çакна тума пултараççĕ. Кун пек чухне инкеке кĕтсех тăр. Çавăнпа та çуллахи тапхăрта ашшĕ-амăшĕсен çав тери тимлĕ пулмалла. Асăрханмаллине пĕчĕк ачасем пĕлмеççĕ, каласа тăрсан та çийĕнчех манаççĕ. Кил-çурта уçăлтарнă вăхăтра тимлĕхе çухатмалла мар, чÿречесем çинче ятарлă блокировкăсем пулмасан ачасене пÿлĕмре пĕччен ан хăварăр. Ача чÿречене хăй тĕллĕн ан уçтăр тесе ятарлă хатĕрпе усă курса хупса хурăр. Чÿрече çумне сĕтел-пукан лартмалла мар, мĕншĕн тесен ача унта хăпарса чÿрече çине тăма пултарать. Ашшĕ-амăшĕсен пĕр тĕллев - инкеке сирсе ярасси. «Манăн ачасемпе ун пекки пулмĕ», - тесе лăпланса лармалла мар, аслисем çеç ачасене упрама пултаратпăр. Енчен те кам та пулин уçă чÿрече умĕнче ача тăнине асăрхасан, таврара пулăшма пултаракан çын пулмасан, тÿрех 02 телефонпа полицине шăнкăравласа пĕлтерĕр. 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ФЕДОРОВА, РФ Шалти ecсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрaмeн cул cитмен ачасемпе ecлекен аслa инспекторe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика