АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хаваслă кунсем

11 июня 2016 г.

Чи хаваслă кунсем

 Çуллахи кунсем - чи хаваслă та шутлă кунсем. Уйрăмах ачасемшĕн. Мĕншĕн тесен çак виçĕ уйăх хушшинче вĕсен кил хуçалăхĕнче те, пахчара та ашшĕ-амăшне пулăшма ĕлкĕрес пулать, вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн çуллахи вулава та пурнăçламалла, канма та вăхăт тупмалла. 

Акă, июнĕн 3-мĕшĕнче «Романтика» сывлăха çирĕплетмелли асăннă лагерь хăйĕн алăкĕсене уçрĕ, пĕрремĕш смена Вăрмар тата Шупашкар районĕсенчи 80 ачана йышăнчĕ. Чаплă лару-тăрăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов уçрĕç, канма килнĕ ачасене çирĕп сывлăхлă, çивĕч ăс-тăнлă пулма сунчĕç. Умра - ачасемшĕн хăйне евĕр асамлă вăхăт. Кашни кун вĕсемшĕн асра юлтăр тесе чылай кăсăклă, тĕрлĕ енлĕ мероприятисем, конкурссемпе викторинăсем йĕркелеççĕ кунта вăй хуракансем. Районти тĕп больницăн медицина ĕçченĕсем ачасен сывлăхне пăхса тăраççĕ. Кунти илĕртÿллĕ çутçанталăк, пурăнмалли пÿлĕмсенче тĕпрен юсав ĕçĕсене пурнăçлани, çĕнĕ сĕтел-пукан туянни тата ытти те - пурте кăмăла çĕклет. Пĕр сăмахпа каласан, сывлăха çирĕплетмешкĕн пур условисем те çителĕклĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ГАВРИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика