АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аксаков çĕнетĕвĕ-и?

11 июня 2016 г.

Аксаков çĕнетĕвĕ-и?

Волгоград хулинче панкрута тухнă, 8 млрд тенкĕ чухлĕ парăма кĕнĕ предприятинчен кивелсе юрăхсăра тухнă оборудование Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» обществăна илсе килме РФ Патшалăх Думин экономика политикипе инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ А.Аксаков сĕннĕ. 

Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» обществăра июнĕн 1-мĕшĕнче «Раççейри хими комплексĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсем. Экономика ÿсĕмĕ» темăпа канашлу иртнĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин, республикăри влаç тата федераци министерствисен представителĕсем, хими предприятин пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăннă. 
Канашлура республикăра импорта улăштарас тата хими промышленноç аталанăвĕн çул-йĕрĕсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. И.Моторин пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун республикăри хими продукчĕн тулашĕнчи тавар çаврăнăшĕн тытăмĕ 65 процента яхăн çывхарать. Вăл туса кăларакан производствăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 20 проценчĕпе танлашать. Çапах та ырă самантсемпе пĕрлех асăннă отрасльте татса памалли çивĕч ыйтусем те тухса тăраççĕ. Чи малтанах çакă оборудовани вăхăт иртнĕçемĕн юрăхсăра тухнипе тата вĕсене çĕнетесси йывăррăн пулса пынипе çыхăннă. РФ Патшалăх Думин экономика политикипе инноваци аталанăвĕ тата предпринимательлĕх енĕпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕ А.Аксаков Волгоградри «Химпром» обществин технологипе оборудованине Çĕнĕ Шупашкарти «Химпрома» куçарма сĕнни вара тĕлĕнтерет. Ĕçĕ акă епле: пирĕн çĕршыври чи ватă хими предприятийĕ халĕ ĕçлемест, вăл панкрута тухса пырать. Канашлăва хутшăннă «Оргсинтез» предприятин генеральнăй директорĕ Я.Кузнецов каланă тăрăх, кунти оборудовани тутăхса пырать, юрăхсăр пулать. Тĕслĕхрен, экспертсем çакна палăртнă, 2014 çул тĕлне оборудовани юрăхсăра тухни 95 процентпа танлашнă. Вăл çеç те мар. «Химпромăн» оборудованийĕ малтанах çĕршыври чи юрăхсăра тухнисенчен пĕри пулнине асăннă Волгоградри «Химпром» АУО кредиторĕсен пухăвĕн представителĕ В.Кузнецов. Предприятин электроэнергишĕн тÿлемелли парăмĕ 8 млрд тенкĕрен те иртнине тепĕр хут аса илтернĕ канашлăва хутшăннисене. Инвестицие производствăна хывас вырăнне Волгоградри «Химпром» обществăн юлашки çулсенче электроэнергишĕн парăма татма тивнĕ. Кунашкал теветкеллĕ пуçарăва А.Аксаков вĕриленнĕ вăхăтра сĕнме пултарнине палăртмалла. Çак йышăну республикăра пурăнакансене экологи тата экономика тĕлĕшĕнчен сиен кÿресси пирки шутламан та пулĕ. ЧР премьер-министрĕ И.Моторин хими производствине Çĕнĕ Шупашкар хулине куçарас пирки асăрханса калаçнă. Вăл Волгоградри «Химпром» обществинчи оборудовани мĕнле шайра пулнине тĕплĕн пĕлмелли çинчен каланă, çавăн хыççăн кăна ăна Чăваш Ене куçарма пулать. Уйрăмах хими производстви хăрушлăх кăларса тăртма пултарнине асăннă. Кунсăр пуçне И.Моторин Волгоградри предприятин парăмĕсем Чăваш Ен экономикишĕн пачах та вырăнлă мар пулнине палăртнă. Сăмах май, «Тракторсем тăвакан завод» концерн электроэнергишĕн 1 млрд тенке яхăн тÿлеменни пирки пурте пĕлеççĕ. Республика Правительстви федераллă влаçсемпе пĕрле çак лару-тăруран тухмалли çул-йĕр шыраççĕ, ăна татса парсассăн çакă республикăри чи пысăк предприятисенчен пĕринче лару-тăрăва шайлаштарма пулăшĕ. Çак тапхăрта ЧР экономикине панкрута тухнă хими предприятийĕн 8 млрд тенкĕ парăмĕ Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн йывăрлăх кăларса тăратма пултарать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика