11 июня 2016 г.

Çу кунĕнчи пĕр кун çулталăк тăрантарать текен ваттисен сăмахне ялхуçалăх отраслĕнче вăй хуракан яланах асра тытать. Çавна май çур аки ĕçĕсене те агротехника требованийĕ ыйтнă пек вăхăтра пурнăçлать. Çанталăкĕ те çĕр ĕçченне пулăшса пычĕ.
Кăçал районти ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ предприятисемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 13922 гектар, «иккĕмĕш çăкăра» 689 гектар çинче лартса хăварнă /ку вăл планпа пăхнинчен 75 процентпа танлашать/.
Уй-хирти ĕçсем епле пынипе кăсăкланса ку хутĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов «Игнатьев А.Ю.» хресчен /фермер/ хуçалăхне çитсе курнă. Çамрăк фермер ÿсентăран ÿстерессипе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлет. Паянхи кун асăннă хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 100 пуçа яхăн, çав шутра сăвакан ĕнесем - 36. Пĕр ĕне кунне вăтамран 16 литр сĕт антарать.
Хуçалăхра пĕтĕмĕшле 450 гектар çĕр шутланать. Вĕсенчен 150 гектар çĕр çинче кĕр тыррисене акаççĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем аван шăтса тухнă, çумăр çуса тăни татах та вĕсене вăй илме май парать. Кăçал урпана - 150 гектар, çĕрулмине - 40, пĕр çул ÿсекен курăксене - 20, нумай çул ÿсекеннисене 45 гектар çинче акса хăварнă.
«Çураки вĕçленчĕ-ха, тесе те калаймăн, паллах, лăпланса та ларма юрамасть. Вăрлăха акнă чухнехи тапхăрпа ăна пухса иличчен туса илмелли хушма ĕçсем темĕн чухлех. Унсăрăн тухăçсăр тăрса юлатăн. Çавăнпа та çутçанталăк ырлăхĕпе усă курса пĕтĕмпех вăхăтра туса ĕлкĕрес пулать», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн ĕçлĕ çулçÿревне Александр Иванович.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА.