АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «АККОНДăн» тимлĕхĕ иксĕлми

11 июня 2016 г.

«АККОНДăн» тимлĕхĕ иксĕлми

Фабрикăра пылак юратакансен ÿкерчĕкĕсене палăртрĕç

Алă-ура тĕрекĕсĕр ачасем хушшинче «АККОНДăн» пылак тĕнчи» ÿкерчĕксен конкурсĕ иртнĕ. Канфетсенчен тунă йывăçсем, тĕрлĕ тĕслĕ карамельсемпе шоколадсем, çĕнĕ рецепт шухăшласа кăларкан упа çури-кондитер, канфет хучĕсем çинчи паллă сăнарсем - пурте пулчĕç ачасен ĕçĕсенче. 

Ачасене хÿтĕлемелли кун «АККОНД» кондитер фабрики кăçал Пĕтĕм Раççейри суккăррисен обществин Чăваш регионĕнчи организацийĕпе пĕрле пĕрремĕш хут ирттернĕ пысăк конкурса пĕтĕмлетрĕ. Хăйсен «пылак» ÿкерчĕкĕсене Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Куславкка, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Вăрнар, Етĕрне районĕсенчи суккăррисен вырăнти организацийĕсенчи 37 участник хутшăннă. Участниксенчен чи асли 14 çулта, чи кĕçĕнни 5 çулта кăна пулнă. Конкурса хутшăннă ачасене Чăваш Республикин Л.Н.Толстой ячĕллĕ суккăррисен ятарлă библиотекинче чысланă. Кондитер фабрикин представителĕнчен тата библиотека сотрудникĕсенчен тăракан жюри членĕсене чи лайăх ĕçсене суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. Анчах та конкурс конкурсах çав. Кашни ÿсĕмри категорире жюри членĕсем 3-шер çĕнтерÿçĕне палăртрĕç. Çамрăк художниксене «АККОНД» пылак кучченеçсемпе тата Пĕтĕм Раççейри суккăррисен обществин дипломĕсемпе чысланă. Фабрикăн пылак парнисĕр конкурса хутшăннă пĕр ача та юлман. Каламасăрах паллă ĕнтĕ, ачасен юратнă канфечĕсене туса кăларакан фабрика ирттернĕ конкурсра çĕнтерни вĕсен асĕнче чылайлăхах юлĕ. Кам пĕлĕ, тен, темиçе çул иртсен вĕсем фабрикăна татах килĕç, ун чухне вара кунта ĕçлекенсем пулса. 
«АККОНД» акционерсен обществи алă-ура тĕрекĕсĕр çынсене, ачасене пулăшассипе чылай ĕçлет. Акă фабрикăра темиçе çул ĕнтĕ инвалидсене ĕçпе тивĕçтерессипе патшалăх программи пурнăçланать. Паянхи кун «АККОНД» цехĕсенче тĕрлĕ ушкăн инваличĕсем 50 çын ытла ĕçлеççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ кунта пĕрремĕш çул кăна мар. Предприятире инвалидсем валли ятарлă оборудовани вырнаçтарнă 5 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ.

В.Н.Иванов, «АККОНД» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ: 
«Пирĕн фабрика хăйĕн производство хăвачĕсене анлăлатсах пырать, апла пулин инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем малашне те йĕркеленĕç».

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика