АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дмитрий Медведев чăваш кĕнекипе кăсăкланнă

11 июня 2016 г.

Дмитрий Медведев чăваш кĕнекипе кăсăкланнă

Июнĕн 3-мĕшĕнче Мускав варринче «Хĕрлĕ тÿрем» кĕнеке фестивалĕ уçăлнă. Кĕнекепе çыхăннă тĕл пулăмран Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Д.Медведев та пăрăнса юлман. Премьер-министр Раççей пичечĕн пуçлăхĕпе М.Сеславинскипе çĕршывăн кĕнеке индустрийĕн çĕнĕ продукцийĕпе паллашнă.

Фестивале вырăссен паллă поэчĕн А.Пушкинăн çуралнă кунĕпе тата Вырăс чĕлхи кунĕпе çыхăнтарнă. Ăс-хакăл пуххи куравне Раççейĕн 50 регионĕнчи 300 ытла издательство хутшăннă. Чăваш кĕнеке издательстви те хăйĕн продукцине - 300 ытла çĕнĕ кĕнеке - тăратнă. Вĕсем - историпе, Чăваш Ен культурипе çыхăннисем, çавăн пекех чăваш тата вырăс авторĕсен илемлĕ произведенийĕсем, ача-пăча литератури. Хăнасем Чăваш кĕнеке издательствин экспозицийĕ умĕнче чылай вăхăт чарăнса тăнă. Предприяти директорĕ В.Комиссаров пĕлтернĕ тăрăх - Д.Медведев унпа кăсăкланса паллашнă. М.Сеславинский шухăшĕпе - ЧР кĕнеке отрасльне ăнăçлă аталантараççĕ. Хисеплĕ хăнасене издательствăн чи пысăк проекчĕсенчен пĕринпе - тăватă томран тăракан Чăваш энциклопедийĕпе - паллаштарнă. Д.Медведев çак ĕç хальхи вăхăтра мĕнле шайра пурнăçланса пынине пĕлесшĕн пулнă. В.Комиссаров çапла хуравланă: «Çак ĕç нихăçан та чарăнса ларман, халĕ унăн электрон версине хатĕрлетпĕр, улшăнусем тăватпăр, хушăмсем кĕртетпĕр», - тенĕ. Раççей Правительствин Председательне «Этнокультурный портрет Чувашской Республики» кĕнеке парнеленĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: /«Хыпар» хаcатран/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика