АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ĕçĕ сăваплă та пархатарлă

08 июня 2016 г.

Вĕсен ĕçĕ сăваплă та пархатарлă

Яваплă та çав вăхăтрах сăваплă вĕсен пархатарлă ĕçĕ. Çынна яланах ырă тума васкаççĕ. Камсем тетĕр-и; Вĕсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ халăха социаллă пулăшу парассипе çыхăннă. Пирĕн районта ку енĕпе Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă Центр» ЧР бюджет учрежденийĕ вăй хурать. 

Унăн тытăмĕ 5 уйрăмран тăрать: аслă çулхи çынсем тата сусăрсем патне килĕсене кайса пулăшу парассипе 2 уйрăм, аслă çулхи çынсемпе инвалидсене васкавлă социаллă пулăшу кÿрекен, йывăр çемьесене тата ачасене социаллă пулăшу паракан, Арапуçĕнчи стационарла социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăмсем. Вĕсенче пурĕ 74 социаллă ĕçчен вăй хурать. Кашниех хăйне шанса панă тивĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Акă йывăр пурăнакан çемьесене тата ачасене социаллă пулăшу паракан уйрăмрисем чи малтанах райадминистрацин опекăпа попечительство секторĕн специалисчĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсене тухса вырăнти ял администрацийĕсенче вăй хуракансемпе ăнăçсăр çемьесене тупса палăртаççĕ, унтан ачасене ĕçпе кану лагерĕсене вырнаçтараççĕ. Паянхи кун тĕлне асăннă уйрăмра кăнтăрлахи майпа 6 çултан пуçласа 14 çул таранчченхи ачасем 20 канаççĕ. Кунсăр пуçне стационарлă майпа тепĕр 20 ача кунта вăхăтлăх хÿтлĕх тупнă. 
«Хăйсен ĕçĕнче чăн ăста пулнине пĕрре кăна мар çирĕплетеççĕ В.Лукина, Т.Павлова, И.Максимова, Л.Руссанова, Ю.Степанова воспитательсем; Г.Софронов социаллă педагог, Н.Александрова психолог, васкавлă социаллă пулăшу кÿрекен уйрăмри Н.Скворцова заведующи, А.Петрова специалист, Т.Павлова, О.Алексеева, Л.Антонова, Н.Павлова социаллă ĕçченсем; йывăр çемьесене тата ачасене социаллă пулăшу парасси» темăпа регионсем хушшинче иртекен семинарсене, çавăн пекех «Эсир пĕччен мар», «Ырă чĕре» социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене хутшăнакан Т.Илларионова специалист, асăннă уйрăмри О.Петрова заведующи, тĕрлĕ кружоксен ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан В.Ильина», - тесе палăртать нумай çулранпа хăйĕн ĕçне чăннипех те парăннă, çын хуйхи-суйхине ăнланма пултаракан, унпа пĕр чĕлхе тупакан асăннă учрежденийĕн директорĕ Ж.Дмитриева. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика