08 июня 2016 г.

Иртнĕ шăматкун Киввăрмарсем Акатуйра савăнчĕç. Кăçал вăл ялти стадионта иртрĕ. 11 сехет тĕлнелле ял çыннисем, тĕрлĕ тавар сутакансем уява пухăнчĕç.
Мероприятие Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин генеральнăй директорĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Е.Тимофеева, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин директорсен канашĕн председателĕ И.Сыснов, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Борисов, Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Адюков, Вăрмар районĕн агропромышленноç комплексĕн старейшинисен канашĕн председателĕ Г.Эверсков хутшăнчĕç. Чăваш Республикин ялавне çĕклеме С.Петров слесарь-оператор тата С.Лусникова кайăк-кĕшĕк пăхакан тивĕçрĕç. Е.Тимофеева ял халăхне уяв ячĕпе саламларĕ, çурхи ака-суха ĕçĕсене еплерех ирттерсе янипе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов Акатуй ячĕпе саламланă май çăмăл мар вăхăтсене тÿссе ирттерни çинчен каларĕ. Вăл И.Николаев тракториста, Л.Тимофеева кайăк-кĕшĕк пăхакана район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, Г.Судюков механизатора ЧР Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ. Хуçалăхăн ытти ĕçченĕсем те Хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçрĕç. Уява хуçалăхри тĕп бухгалтерăн заместителĕ Е.Петрова ертсе пычĕ. Ял халăхне савăнтарма Шупашкартан чăваш эстрада çăлтăрĕсем те килсе çитнĕ. Ял халăхĕ спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.АЛЕКСЕЕВА.