АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш хаçатçисем паллă журналистпа тĕл пулчĕç

08 июня 2016 г.

Чăваш хаçатçисем паллă журналистпа тĕл пулчĕç

Шупашкарти Наци библиотекинче республикăри пичет кăларамĕсĕнче вăй хуракансем валли «Вырăнти пресса: ÿсмелли майсем» темăпа семинар иртнĕ. 

Мероприятие ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви йĕркеленипе Раççей журналисчĕсен союзĕн секретарĕ, «Журналистика тата медиарынок» журналăн тĕп редакторĕ В.Касютин ирттернĕ. Республикăри 70 яхăн пичет ĕçченĕсем: тĕп редакторсем, яваплă секретарьсем, корреспондентсем семинара хутшăннă. Çав шутра районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат ĕçченĕсем те. Семинарăн малтанхи пайĕнче В.Касютин пичет ĕçченĕсемпе диалог урлă калаçрĕ, вĕсен йышлă ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. 
В.Касютин хаçат вулаканĕсен йышне, тиражне упраса хăвармалли пирки каласа кăтартнă. Вăл, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулса курнăскер, хаçатçăсен йывăрлăхĕсем пур çĕрте те пĕр пекех пулнине палăртать. Паянхи пурнăçра Интернет вăйлă хуçаланнине кура хаçат тиражне упраса хăварасси, ăна вулакан валли илĕртÿллĕрех кăларасси, укçа-тенкĕ тумалли майсем шырасси канăçсăрлантарать пичет ĕçченĕсене. В.Касютин палăртнă тăрăх, хаçатри материалсен ячĕсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. «Алла хаçат тытакан çын чи малтанах материалсен ячĕпе сăн ÿкерчĕкĕсем çине пăхать. Унтан кăна хăйне интереслентерекен публикацисене вулама тытăнать. Çавăнпа та статьяна ăнăçлă ят пани илĕртÿллĕ çур пайĕ пулать те», - тенĕ В.Касютин. 
Пичет изданийĕсен медиарынокри çирĕплĕхĕ вĕсене салатмалли темиçе мел пулнинчен килнине палăртрĕ. Паллă журналист хаçатра усă курса вулакансене илĕртмелли шухăшсемпе паллаштарчĕ: çынсем хушшинче актуаллă темăсемпе ыйтăмсем, кивĕ сăн ÿкерчĕксен конкурсĕсем, акцисем ирттересси, ятарлă рубрикăсем йĕркелесси. Юлашкинчен вăл республикăри тата районсенчи хаçатсене тишкерсе тухрĕ, изданисен вăйлă тата начар енĕсене, лайăх материалсене, ăнăçлă заголовоксене палăртрĕ. Редакцин ăнăçлă ĕçĕ-хĕлĕ нумай факторсенчен килет. Çав шутра редакторпа кашни сотрудник пĕрле тăрăшса ĕçленинчен те.
Семинар-практикума хутшăнакансем В.Касютина професси ăсталăхĕ енĕпе ырă канашсем панăшăн тав турĕç, çакăн пек мероприятисем редакци ĕçченĕсене хăйсен ĕçĕ çине çĕнĕлле пăхма май панине пĕлтерчĕç.
Э.Михайлова.

В.Касютин каланинчен: 
«Чăваш Енре иртнĕ семинар тулли те тухăçлă пулчĕ.Унта хутшăннисем паянхи кун вырăнти хаçат-журналпа лару-тăру еплерех пулнине сÿтсе яврĕç, ыйтусем активлă пачĕç. Ĕçтешсем хаçат тиражĕсене сыхласа хăварассишĕн лайăх ĕçлеççĕ».

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика