АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе профессире тупнă

08 июня 2016 г.

 

Тÿпере таçта ăмăрткайăк вĕçсен те пĕр пĕчĕк кайăк пек çеç курăнать, анчах вăл çĕр çинелле ансан тин кăна унăн калăпăшне куратăн. Çын кайăк евĕр çÿлте вĕçеймест, анчах та вăл хăйĕн кулленхи ĕçĕпе çÿллĕ шая хăпарать.

Çакăн пек çынсенчен пĕри те ĕнтĕ Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Владимировна Павлова. Ашшĕ, Владимир Леонтьевич Долгов, ĕмĕр тăршшĕпех «Восход» колхозра ĕçленĕ - малтанхи вăхăтра водительте, каярахпа тĕп инженерта тăрăшнă. Амăшĕ, Галина Ивановна, ялти почтальонра, Госстрахра ĕçленĕ. Вĕсен çемйинче виçĕ ача çитĕннĕ: асли Людмила, вăталăххи Надежда, кĕçĕн ывăлĕ Коля. Ачисем пурте вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Халĕ сăмах Людмила Владимировна пирки: Шăхальти вăтам шкула вĕренсе тухсан вăл Вăрнар совхоз-техникумĕн ветеринари уйрăмне вĕренме кĕрет. Унтан 1982 çулта вĕренсе тухсан, тăван ялти «Восход» колхозри ĕне фермине ветеринари фельдшерĕ пулса ĕçлеме килет. Пĕчĕкренех фермăна пырса кĕрсен сенаж, силос шăршине килĕштернĕ, пĕчĕк пăрусене ачашлама юратнă хĕре унта ĕçлеме тытăнсан пĕрре те йывăр пулман. Пăру пăхакансемпе тата дояркăсемпе те вăл часах пĕр чĕлхе тупнă. Хăйсен ял хĕрĕ вĕренсе тухса тăван яла таврăнни те вĕсене савăнтарнах ĕнтĕ. Тин кăна вĕренсе тухнă ветеринари фельдшерĕн ĕçре пĕлмелли питех те нумай пулнă. Йывăр вăхăтра вара ăна Н.Федорова, Н.Зайцева, М.Матвеева пулăшса, хавхалантарса пынă. Вĕсене Людмила Владимировна паянхи кун та чĕререн тав тăвать. Вăл вăхăтри пысăк хисеплĕ колхоз председателĕ А.Пуклаков та ăна ĕçре нумай пулăшса пынă. Çак вăхăтра ялта çамрăксем нумаййăн пулнă, çавна май Людмила Владимировнăна колхозри комсомол секретарьне суйлаççĕ. Пĕр вăхăт унта тăрăшнă хыççăн каллех хăй юратакан ĕçнех каялла таврăннă вăл. Пултаруллă ĕçчене ку хутĕнче ветеринарин тĕп врачне лартаççĕ.

1984 çулта Тупах каччипе Валерий Павловпа çемье çавăраççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ ача - хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Хĕрĕ аслă пĕлÿ илсе Шупашкарти пĕр перекет банкĕнче ĕçлет. Ывăлĕ Хусанти танк училищинчен вĕренсе тухса Нарофоминск хулинчи пĕр çар чаçĕнче службăра тăрать.

Пурнăç улшăннă май ĕçне те улăштарма тÿр килнĕ унăн. Вăрмарти ветеринари станцинче дезинфекци отрячĕн начальникĕнче ĕçлеме тытăннă, каярахпа - ветеринари фельдшерĕнче. Ĕçленĕ хушăрах пĕлĕвне те ÿстерес тесе сахал мар тăрăшнă ĕçпе пиçĕхнĕ ветеринари ĕçченĕ. Хусанти ветеринари институтĕнче вĕренсе пĕлÿ пухать. Унтан районти ветеринари станцинче аптека заведующийĕнче вăй хурать. Людмила Владимировна 32 çул пĕр учрежденинче ĕçлет. Хисеплеççĕ ăна коллективра. «Пурнăç пурăнма çĕр тĕрлĕ ăс кирлĕ», - тенĕ мĕн авалтан. Çак ăса вара мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пухмалла, ыррине ăша хывмалла. Çапла тунă та ĕнтĕ 1961 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче çуралнă Л.Павлова. Ĕнер унăн çуралнă кунĕ пулчĕ. Çак кунпа - чаплă юбилей ячĕпе - эпир ăна чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр. Вăл мĕн каланине итлеме, пурне те ăнланма пултаракан ăшă кăмăллă ĕçтеш. Малашне те çаплах пулма Турă пулăшса пытăр.

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Пур кaмaлтан - пeрле ecлекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика