АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Единая Россия» партин малтанхи сасăлавĕн тĕп принципĕ - уççăнлăх тата демократиллĕх

08 июня 2016 г.

«Единая Россия» партин малтанхи сасăлавĕн тĕп принципĕ - уççăнлăх тата демократиллĕх

Юлашки темиçе уйăх хушшинче республикăн обществăпа политика пурнăçĕнче тĕп вырăнта - «Единая Россия» политика партин малтанхи сасăлавĕ.

Майăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре пурăнакансем сентябрĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думине тата Чăваш Патшалăх Канашне суйлассипе иртекен суйлав умĕнхи сасăлав иртрĕ. Унта «Единая Россия» партинчен тăратакан кандидатсемшĕн сасăларĕç. Суйлав умĕнхи сасăлав результачĕсене пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсем паллă. Çĕршывĕпе малтанхи сасăлав çак калăпăшпа пĕрремĕш хут иртнине кура /пурĕ 19 пин ытла шутлав участокĕ уçăлнă пулнă/ вăл мĕнле шайра пулнине сÿтсе явасси халĕ те пĕтмест-ха. Малтанхи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса Чăваш Республикин Наци библиотекинче иртнĕ эрне вĕçĕнче çавра сĕтел иртрĕ. Унта сасăлава хутшăнакансем, экспертсем, политологсемпе журналистсем хутшăннă. «Чăваш Ен Наци телерадиокомпани» режиссер-постановщикĕ, малтанхи сасăлава хутшăннă В.Петров хăйĕн туйăмĕсемпе шухăшĕсене пĕлтернĕ тăрăх çакă уншăн халăхпа хутшăнса ĕçлемелли паха опыт. Малтанхи сасăлав унта хутшăнакансенчен нумайăшĕншĕн пысăк политикăна кĕмелли çул пуçламăшĕ. В.Петров шухăшĕпе политикăри карьерăна кабинетсенче мар, шăпах суйлавçăсемпе тĕл пулнинчен пуçламалла. 
Сасăлава хутшăннă тепĕр участник «Дент-а-мед» клиникăн тĕп тухтăрĕ Ю.Зорин каланă тăрăх, суйлавçăсем малтанхи сасăлав пулăшнипе суйлавччен чылай маларах хăйсен кандидачĕсене пĕлчĕç. «Манăн республикăри чи аякри ялсенче пулса унта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçни, вĕсен ыйтăвĕсене итлени, шута илни вĕсен сассисене, пулăшăвне илме май пачĕ», - каласа пачĕ Ю.Зорин. Çав вăхăтрах Ю.Зорин кандидатсен хăйсен сăмахĕсемшĕн, суйлавçăсен сассисене ытларах пухассишĕн, вĕсен умĕнче пурнăçлама пултарайман япаласем тума шантарнишĕн явап тытмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Малтанхи сасăлава хутшăннă чи çамрăк участник Н.Любинарская студентка, сасăлав результачĕсем тăрăх пысăк рейтинг пуçтарнăскер, çĕршывра политика системи еплерех ĕçленине лайăхрах ăнланма пуçланине пĕлтернĕ. Сăмах май вăл малтанхи сасăлавăн хăйне майлă çĕнĕлĕхĕ пулнă, ăна ятарлă грамота панă. 
Паллă ĕнтĕ, малтанхи сасăлава хутшăннă нумай участник пысăк рейтингсене тивĕçеймен. Апла пулин те вĕсем, Н.Малов каланă тăрăх, «Единая Россия» партин куçĕ умĕнчех пулĕç, малашнехи пурнăçра Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн тăрăшĕç. Çапла малтанхи сасăлав пулăшнипе «Единая Россия» парти çĕнелме пултарать текен В.Путинăн тезисĕ пурнăçа кĕчĕ. 
Малтанхи сасăлавччен тата хыççăн та нумайăшĕ çĕнтерÿçĕсем малтанах паллă тенине илтме пулать. «Единая Россия» партин регионти ĕç тăвакан комитечĕн руководителĕ Д.Щепелев чăннипе çакă тĕрĕс мар тесе пĕлтерет, парти членĕсем хушшинче конкуренци питĕ çивĕч пулнă. Тĕслĕхе вăл икĕ участнике - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрне А.Самойловăна тата Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕн заместительне Н.Малова илсе кăтартрĕ. Вĕсене пĕр округпа тăратнă пулнă. Иккĕшĕ те опытлă политиксем, Чăваш Енре паллă çынсем. Суйлавçăсене çăмăлах пулмарĕ пулĕ вĕсенчен чи тивĕçлине суйласа илесси. 
Д.Щепелев палăртнă тăрăх, çакă шăпах малтанхи сасăлав процедури уçăмлă тата демократиллĕ пулнине кăтартать. Республикăн, çĕршывăн саккун тăвакан органĕсенче Чăваш Енре пурăнакансен интересĕсене халăх чи шанакан кандидатсен хÿтĕлемелле.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика