АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи кирли - туслăн, ăнланса пурăнни

04 июня 2016 г.

Урнар ялĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Çак ялта, ту çинче, вăрçăччен Лекçей пиччесен йывăç пÿрчĕ пурччĕ. Кил-çуртра Лекçей пиччепе Марье аппа пĕрле йăва çавăрса 3 ывăлпа 2 хĕр çитĕнтернĕ. 

1941 çул. Вăрçă... Çав çулах Лекçей пиччесен килĕнчен 3 ывăлĕ те - Микулай, Иван, Глеб - хаяр вăрçă хирне фашистсемпе çапăçма тухса каяççĕ. Микулай 1943 çулта хыпарсăр çухалнă текен хут илеççĕ - арăмĕ, 3 ачи тăлăха юлаççĕ. Иван вăрçă вĕçленсен тăван яла таврăнать, çак ял хĕрĕпе Шурăпа çемье çавăрать. Глеб вара хăйĕн çар тивĕçне 1946 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче тивĕçлĕ вĕçлет, ăна Правительство наградине «Паттăрлăхшăн» медале илме тăратаççĕ. Унтан Урнар ялне килет. Ыхраçырма ялĕнчи Лидия ятлă хĕрпе паллашать, çемье çавăрать. 6 ача пăхса ÿстереççĕ, тĕпренчĕкĕсем пурте Чăваш Енре пурăнаççĕ. Тăван килĕнче вĕсен Миша ывăлĕ çемье çавăрса тĕпленнĕ, пур тăванĕсем те халĕ тĕп килте тăтăшах пуçтарăнаççĕ. «Пĕр-пĕринпе туслă, шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнни - çакă вăл чи кирли пурнăçра», - яланах асра тытать Алексеевсен туслă та пысăк çемйи.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика