04 июня 2016 г.

Пирĕн анне, Таисия Васильевна Портнова, йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл 10 çулта чухне вăрçă пуçланнă. 14 çул тултарсан 5 пĕр тăван хăр тăлăх тăрса юлнă.
Мĕн пĕчĕкренех ытти ачасем пекех ир пуçласа каçчен «Маяк» колхозра тăрăшнă, çĕрне суха тунă, акнă, алăпа вырса илнĕ, кашни пучахне пуçтарнă, пĕтĕмпех фронта валли ăсатнă, аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Унтан Канаш районĕнчи Юмансарта шартлама сивĕ-и, шăрăх-и, юхтарса çумăр çăвать-и - вăрман каснă. Вăрçă хыççăн Канашри вагон юсакан заводра вăй хунă. 1954 çултанпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче ĕçленĕ. Ĕçри хастарлăхĕпе паттăрлăхне кура вăл нумай Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, ăна Хисеп кĕнекипе хăми çине кĕртнĕ. Кĕçех Таисия Васильевнăпа Николай Михайлович Портновсем пĕрлешнĕренпе 61 çул çитет. Эпир, вĕсен виççĕн: аслă аппа ют чĕлхене вĕрентет, кĕçĕн ывăлĕ К-429 шыв айĕнче çÿрекен кимĕ çинче мичман пулса тăрăшнă чух, кимĕ океанра путать. 23 çулти каччăн пурнăçĕ татăлать. Çемьене пысăк хуйхă çапать.
Халĕ анне июнĕн 5-мĕшĕнче 85 çул тултарать.
Т.Портнова çак наградăсене тивĕçнĕ:
30.03.1970 - «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕ;
16.02.1981 - «Вуннăмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ» паллă;
10.01.1983 - «Вунпĕрмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ» паллă;
25.12.1984 - «Ĕç ветеранĕ» медаль;
29.04.2005 - «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 60 çул тултарни» юбилейлă медаль;
02.03.2010 - «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 65 çул тултарни» юбилейлă медаль;
06.03.2015 - «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни» юбилей медалĕ.
Вăрçă пуçланнă чух атте, Николай Михайлович Портнов, 12 çулта пулнă. Хăй çултисемпе пĕрле тăван районти «Смычка» колхоз уй-хирĕнче тăрăшнă. Унтан Энĕшпуçĕнчи кирпĕч кăларакан заводра темиçе сменăпа вăй хунă, кунтах çывăрса пурăннă, мĕншĕн тесен арканнă хуласемпе ялсене ура çине тăратма çĕршыва вăл вăхăтра строительство материалĕсем çитмен пулнă. 1949-1953 çулсенче хĕсметре пулнă. Çак тапхăрта ăна Серпуховри çарпа авиаци училищине вĕренме яраççĕ. Унтан Германие лекет, хĕсметре палăрнăшăн пĕрре кăна мар Хисеп грамотисене тивĕçет.
Унтан таврăнсан Вăрмарти тĕрлĕ предприятисенче механик, сĕтел-пукан фабрикинче электромонтер пулса тăрăшать. 1965-1972 çулсенче «Россия» совхозра аслă электрик-инженерта, 1974-1976 çулсенче асăннă совхозра тĕп энергетикра вăй хурать. 1976 çулта республикăн ялхуçалăх министерствинчен ăна чĕнсе илеççĕ, районта хуçалăхсем хушшинчи пĕрлешĕве йĕркелесе яма шанать. Шанса панă тивĕçе тÿрре кăларать, 6 çул хушши «Сельэнерго» председателĕнче тăрăшать. Пултарулăхне кура 1982 çулта парти райкомĕ ăна Вăрмарти нефтебаза директорне лартать. Вăл вăхăтра асăннă предприяти йывăр лару-тăрура пулнă, кунта вăл пĕтĕмпех ура çине тăратать, ĕçлекенсен пурнăç условийĕсене те лайăхлатма пулăшать.
Кунтанах пирĕн атте тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Халĕ вăл 87 çул тултарчĕ.
Н.Портнов çак наградăсене тивĕçнĕ:
30.03.1970 - «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕ;
21.12.1977 - «1977 çулхи Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи» паллă;
23.02.1989 - «Ĕç ветеранĕ» медаль;
29.04.2005 - «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 60 çул тултарни» юбилейлă медаль;
02.03.2010 - «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 65 çул тултарни» юбилей медалĕ;
14.03.2015 - «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни» юбилей медалĕ.
Паянхи кун вĕсем ачисен 5 мăнукĕпе, 4 кĕçĕн мăнукĕпе чĕререн савăнаççĕ. Эпир - Дмитриевсен, Захаровсен тата Симоненко çемйисем çак паллă кунпа чунтан ăшшăн саламлатпăр, ÿлĕмрен те пурнăçăн анлă çулĕпе утмашкăн çирĕп сывлăх, тулли телей тата пархатарлă кун-çул сунатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.