04 июня 2016 г.
«Хĕрлĕ ялав» хаçатăн 85 çулхи юбилейĕ çитиччен шутлă уйăхсем юлчĕç.
Унăн пĕрремĕш номерĕ ?ун чухне «Трактор» ятпа/ 1931 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче кун-çути курнă. Çак номертен пуçласа вара эпир Раççей Журналисчĕсен членĕ А.Хованскийăн «Тумхахлă та мухтавлă çулпа» кĕнекине тĕпе хурса, ытти çăлкуçсенчен информаци пухса район хыпарçине унăн кун-çулĕпе унăн редакторĕсем çинчен вулакансем патне кĕскен çитерĕпĕр. Анатолий Ильич номертен номере тухакан кăларăмсем вăл хатĕрленĕ кĕнеке ячĕпе пĕр килнине хирĕç пулмарĕ.
Официаллă мар та, анчах массăллă информаци хатĕрĕсене ахальтен мар «тăваттăмĕш влаç» тесе каланă. Çын ăс-тăнне йĕркелеме пичет хатĕрĕсем халĕ ĕнтĕ телевиденипе радио, интернет - пысăк витĕм кÿреççĕ. Информацие пĕлекен тĕнчене тытса тăрать текен каларăш та ахальтен çуралман. Çакна çамрăк Совет Союзĕн руководителĕсем питĕ лайăх ăнланнă. Çавăнпа та районсем йĕркелеме пуçланă хыççăнах 1927-1930 çулсенче район хаçачĕсем кăларас ыйтăва чи çÿллĕ шайра çĕкленĕ. Чи чăмăртаннă организацисем ун чухне МТСсем /машинăпа трактор станцийĕсем/ пулнă, çавăнпа та пĕрремĕш хаçатсем вĕсен политпайĕсем çумĕнче «çурални» пĕрре те ахальтен мар. Вăрмар районĕ те айккинче юлман.
х х х
1931 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче ПСК «б» П Вăрмар райкомĕпе райĕçтăвкомĕн тата райпрофсоветăн «Трактор» ятпа хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухать. Пилĕк кунта пĕрре тăватă страницăпа пичетленекен хаçат номерне К.С.Горохов тĕп редактор алă пуснă. Хаçат умстатйи: «Район хаçатне çирĕплетес ĕçре хыттăн кĕрешер» ятлă. Унта çапла каланă: «Хамăр умри çĕнĕ задачăсене пурнăçа кĕртсе пынă çĕрте районта тухса тăракан хаçат пысăк пулăшу парать, мĕншĕн тесен ун урлă парти, совет тата ытти органсем ĕç массипе ăнланмалла чĕлхепе калаçма пултараççĕ. Çавăнпа пĕтĕм Союзпа илсен, округпа уессене пĕтернĕренпе вăхăт нумай иртмерĕ пулсан та иртнĕ пичет кунне 1100 ытла районта тухакан хаçат пулнă. Çак кĕске вăхăтра вĕсем хăйсен хакне кăтартрĕç. Пирĕн Чăваш Республикипе хальхи вăхăтра 6 районта вырăнти хаçат тухать: Улатăр, Çĕрпÿ, Вăрмар, Патăръел, Етĕрне, Канаш районĕсенче. 1932 çула кĕнĕ тĕле ЧАССРăн пур районĕсенче те хаçатсем пулмалла.
Ку номер ĕç массине хускатса, вĕсене хăй йĕри-тавра организацилесе чăнахах та кив пурнăç никĕсне тĕппипех сухаласа çĕнĕ пурнăç йĕркине хывакан «Трактор» пултăр.
Хаçата çирĕплетес ĕçри çывăх тăракан задачăсем:
«Тепĕр номер тухнă çĕре 2000 подписчик пухмалла. Ун йĕри-тавра темиçе çĕр ĕç ялкорĕ, çамрăк корреспондент пĕтĕçтермелле. Районти организацисенчи пур активăн та хаçата вăхăтра кăлармашкăн тăрăшмалла».
«Трактор» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухни район ĕçченĕсемшĕн пысăк савăнăç пулнă. Унта уй-хирти ĕçсем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, колхозсем йĕркелесси çинчен тата ытти материалсем чылай пичетленĕ.
Хаçата Чăвашгизăн Канашри 5-мĕш номерлĕ типографире 1000 экземпляр тиражпа пичетлесе кăларнă.
Пĕрремĕш номерĕ тухнă-ха, иккĕмĕшне ăçта кăлармалла; Куславкка çывăхрах пулмĕ-и; Çапла та шутласа пăхнă район пуçлăхĕсем.
1932 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче пулса иртнĕ парти райкомĕн бюро ларăвĕнче район хаçачĕ пирки ыйту пăхса тухнă. «Трактор» хаçатăн аппаратне çирĕплетесси çинчен К.Горохов тĕп редактортан отчет итленĕ.
Редакци секретарĕ пулма В.А.Исаева çирĕплетнĕ. «Трактор» хаçатăн мартăн 7-мĕшĕнче тухнă иккĕмĕш номерĕ Чăвашгизăн Куславккари 6-мĕш номерлĕ типографире кун çути курнă.
Район хаçачĕн тиражне ÿстерме задача лартнă май, унăн çырăнмалли хакне те кăтартнă: 1 уйăха - 25 пус, 6 уйăха - 1 тенкĕ те 50 пус, 12 уйăха - 3 тенкĕ. Номерте хаçат редакцийĕ райĕçтăвком çуртĕнче вырнаçни çинчен те каланă. Çак номертен хаçат икĕ страницăпа тухма пуçланă.
/Малалли пулать/.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ пухса хатeрленe.