АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра та палăрнă

04 июня 2016 г.

Шкулта ирттернĕ «Шкул пики-2016» конкурс çĕнтерÿçи Кристина Данилова республика шайĕнче те çакăн пек конкурс ирттернине пĕлсен хăйĕн пултарулăхне çÿлти шайра та тĕрĕслесе пăхма кăмăл турĕ. Республика конкурсне хатĕрленме ăна шкулти конкурса та хутшăнни çăмăллăх кÿчĕ. Конкурсăн пĕрремĕш турĕнче визиткăпа чăваш халăх юррине мĕнле шайра юрлама пултарнине видео ÿкерсе жюри членĕсене ярса памалла пулнă, чăваш тумне суйласа илме пĕлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юрра-ташша ăста, сцена çинче пĕрре кăна мар хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă Кристина жюри членĕсен кăмăлне кайнă. Хăйĕнпе паллаштарнипе те /визиткăна Кристина ытти конкурсантсем пек сăвăласа каласа мар, юрласа паллаштарчĕ/ чăваш халăх юррине çепĕççĕн те хăйне кĕвĕ майăн килĕшÿллĕ тытса юрланине те комисси членĕсем пысăк хак панă: Кристинăна иккĕмĕш тура - Шупашкара пыма чĕнсе янă.

Трактор тăвакансен Культура керменĕн Пĕчĕк залĕнче пулса иртрĕ конкурсăн тĕп пайĕ. Кристинăна хавхалантарма пĕрле вĕренекен юлташĕсем те кайрĕç. 
Жюри комиссийĕн председателĕн сăмахĕнчен çакă паллă пулчĕ: «Шкул пики» конкурс республика шайĕнче кăçал пĕрремĕш хут пулса иртет иккен, иртнĕ çулсенче хула шкулĕсем хушшинче çеç ирттернĕ пулнă. Пурĕ 16 хĕрача хутшăннă конкурса: саккăррăн - хула шкулĕсенчен, саккăррăн - тĕрлĕ районти ял шкулĕсенчен. Çакна та палăртса хăвармалла: конкурсра 8-9 классенче вĕренекенсем хутшăнмалла пулнă, Кристина вара 7-мĕш класра çеç вĕренет.
6 тĕрлĕ конкурсра вăй виçрĕç маттур та пултаруллă чăваш хĕрĕсем. Хула шкулĕсенчи хĕрачасем те чăвашла лайăхрах калаçма пултарнине кăтартрĕç.
Кашни чăваш хĕрĕ кĕвентепе витре çакса шыв йăтма, тулли çĕклемпе те пĕр тумлам шыв тăкмасăр ярăнса утма пултарнипе мăнаçланма пултарать. Пĕрремĕш конкурсра пурте питĕ маттур пулнине кăтартрĕç.
Визиткăра хăшпĕр конкурсантсене ташăçăсем хавхалантарчĕç /ку хулари пултарулăх керменĕсене çÿрекен ушкăн пулчĕ/.
«Чăваш наци апат-çимĕçĕ» конкурсра хуплу пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни курăнчĕ. Кристина çеç мар, унсăр пуçне тепĕр 6-7 хĕрача та хуплу пĕçерсе пынă. Чăваш апат-çимĕçĕ çинчен нумай пĕлме май килчĕ. 
Чăваш халăх юррипе паллаштарни пурин кăмăлне те кайрĕ: пĕрне хурласа теприне мухтама май та çук.
Хĕрачасен пĕлĕвне, вĕсен тавракурăмĕ мĕнле аталаннине те тĕрĕслерĕç жюри членĕсем. Ыйтăвĕсем ытларах чăваш халăх уявĕсемпе тата унăн йăли-йĕркипе çыхăннисем пулчĕç. Ку конкурсра пурин хуравне те пысăк хак пачĕç, никам та çăвара шыв сыпса тăмарĕ.
Чăваш хĕрĕсем хăйсен ĕçченлĕхĕпе палăрса тăраççĕ вĕт. Ĕç майне мĕнле пĕлнине тĕрĕслеме çип çăмхалама сĕнчĕç. Хула хĕрĕсем те ÿксех юлмаççĕ хăйĕн ĕçченлĕхĕпе ял хĕрĕсенчен. Тĕрлĕ хăвăртлăхпа пулсан та пурте ĕçе вĕçне çити пурнăçларĕç.
Кашни конкурс хыççăнах художествăлла пултарулăх номерĕсем пулчĕç.
«Çĕнтерÿçĕ» яланах пĕрре. Ку конкурсра çĕнтерÿçĕпе хула тата ял шкулĕсен хĕрĕсем хушшинче уйрăммăн палăртрĕç. Ял шкулĕсен хĕрĕсем хушшинче «Шкул пики-2016» ята Каçал тăрăхĕн хĕрĕ тивĕçрĕ. Хăшĕсене сертификат пачĕç, хăшĕсене тĕрлĕ номинацире палăртрĕç.
Кристина Данилова «Хастар пике» номинацире çĕнтерчĕ, хăйĕн хастарлăхне пур енчен те туллин кăтартса пама пултарчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ИЛЛАРИОНОВА. Мaнcырма шкулe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика