04 июня 2016 г.

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун поселокри тĕп площадьре савăнăçлă уяв иртрĕ.
Уява ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, аслашшĕсемпе асламăшĕсем, кукамăшĕсемпе кукашшĕсем савăнăçлă концерт курма пухăнчĕç. Концертра поселокри ача сачĕсенчи ачасем юрăсем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç. Кашниех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, «АККОНД» акционерсен обществин генеральнăй директорĕн В.Ивановăн пылак парнисене тивĕçрĕ. Ачасене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов саламларĕ. «Ачасем - пирĕн пуласлăх, пурнăç тĕшши. Вĕсене эпир мĕнпур лайăххине кăна пама тăрăшатпăр, йывăрлăхсемпе инкексенчен сыхлатпăр. Çуллахи каникул вăхăтĕнче сире лайăх канма çирĕп сывлăх сунатăп», - терĕ А.Тихонов. Савăнăçлă лару-тăрура вăл амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене 3 амăшне тыттарчĕ, А.Демьянован нумай ачаллă çемйине - Кĕтеснер ял тăрăхĕнче тÿлевсĕр çĕр участокĕ уйăрса панине çирĕплетекен свидетельство пачĕ. Площадьре тĕрлĕ аттракционсем пулчĕç. Ачасем асфальта пурăпа тĕрлĕ ÿкерчĕксемпе илемлетрĕç. Уяв программи савăнăçлă иртрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.