04 июня 2016 г.
Июнĕн 1-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Шупашкарти çул çитменнисен реабилитаци центрĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа йĕркеленĕ уява хутшăннă.
Малтанах Михаил Васильевич реабилитаци центрĕпе паллашнă. Паянхи кун ăнăçсăр çемьесенчи 3-18 çулсенчи 17 ача пурăнать: пĕрисем - 3-4 уйăх кунта, теприсем - çулталăк. Çуллахи вăхăтра кăнтăрлахи лагерь ĕçлет, унта 40 ача çÿрет. М.Игнатьев общество пурнăçĕнче нумай ачаллă хастар çемьесемпе тĕл пулнă. «Кашни ачана - Чăваш Ен пулăшăвĕ» темăпа йĕркеленĕ «çавра сĕтеле» ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ С.Димитриев ертсе пынă, унта республикăри ачасен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй В.Рафинов хутшăннă. М.Игнатьев Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен йышĕ хутшăннине палăртнă. Вĕсене патшалăхран пулăшу парас ĕçе республика Правительстви туллин пурнăçлать. Юлашки 4 çулта демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, нумай пурăнакансен хисепĕ ÿснине каланă Михаил Васильевич. Тăлăхсене çемьесене вырнаçтарассипе те ÿсĕмсем тунă, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен йышĕ чакнă. «Çавра сĕтеле» хутшăннисем çемье ăнăçăвĕпе паллаштарнă, ачисем çинчен каласа кăтартнă. Тĕлпулура хăйсене хумхантаракан ыйтăва уçăмлатнă кăна мар, вĕсене влаçрисем май пур таран пулăшма шантарнă. Уява килнĕ сахал тупăшлă кил-йышри ачасене пылак çимĕçпе хăналанă, парнепе хавхалантарнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: «Хыпар» хаcатран.