04 июня 2016 г.
Суд - халăх интересĕшĕн тĕрĕслĕхе пурнăçлакан патшалăх органĕ. Унăн ĕçри тивĕçĕсем гражданла тата уголовнăй ĕçсене, административлă право йĕркисене пăснине саккунпа килĕшÿллĕн татса парасси шутланать.
Судьясен ĕçĕ питех те яваплă, çавăнпа та вĕсем пур ĕçе те тĕплĕн, тĕрĕслĕхшĕн татса пама тăрăшаççĕ. Пирĕн районта икĕ судья - К.Соловьева тата суд председателĕ В.Павлов.Тăвай районĕнчи подразделенинче Г.Николаев, Э.Няхукова судьясем вăй хураççĕ. Яваплă вырăнта ĕçлекенсене пулăшса пыраканĕсем те пур, акă Г.Гаврилова суд председателĕн пулăшуçи, Т.Иванова судьян пулăшуçи, И.Павловапа С.Кузьмина суд ларăвĕн секретарĕсем. Сăмах май каласан, вĕсем çак ĕçре 30 çула яхăн ĕçлеççĕ. С.Семенова та суд ларăвĕн секретарĕнче вăй хурать. Хăйсен ĕçне куç хупса пĕлеççĕ теме те пулать вĕсем пирки. Л.Максимова пĕтĕм пайсен начальникĕ, ку сферăра вăл та 20 çул ĕçлет. Пур ыйтăва та вăхăтра татса парать. В.Матвеев суд администраторĕн те ĕçĕ нумай. Г.Васильев водителĕн «урхамахĕ» яланах çула тухма хатĕр. Суд çуртĕнчи тасалăхпа тирпейлĕхе А.Никифоровапа Т.Григорьева тытса пыраççĕ. А.Иванов рабочи пур ĕçе те тирпейлесе тăрать. Çак коллективпа ĕçлет районти суд. 2015 çулхи статистика даннăйĕсем тăрăх 2014 çулхипе танлаштарсан уголовнăй ĕçпе ыйтса çырнисене пăхса тухасси 30 процент ÿснĕ. Гражданла ĕçсене пăхса тухасси те вăхăтра пулса пынă. Кун пек чухне тавăç пуçаракан хăйне кăсăклантаракан ыйту пирки суда ыйтса çырать. Ун хыççăн саккунпа килĕшÿллĕн туса пыракан ĕçсем пуçланаççĕ те çак ĕçе пăхса тухма судьяна параççĕ, вăл вара регистраци тунинчен шутласа 5 ĕç кунĕ вăхăтĕнче ыйтăва пăхса тухса хăйĕн ĕç производствине йышăнать. Малалла ĕçе тĕплĕн тишкерсе кирлĕ документсем пуçтараççĕ, ун хыççăн ыйтса çырнине регистрациленинчен икĕ уйăхран кая юлмасăр, судья хăçан суд пулассине пĕлтерет. Гражданла ĕçсене пăхса тухнине тишкерсен çакă палăрать: 2014 çулта 1203 гражданлă ĕç производствăпа вĕçленнĕ, 2015 çулта - 1157. Вĕсенчен 997-шĕ кирлĕ йышăну тунипе вĕçленнĕ, чарса лартнисем - 96, пăхса тухманнисем - 53, судра пăхса тухма ытти çĕре ярса панисем -11. Çавăн пекех административлă ĕçсене, аппеляцине панă уголовнăй тата гражданла ĕçсене пăхса тухса кирлĕ йышăнусем тунă. 2014 çулта 313 материала пăхса тухнă, 2015 çулта - 381. Пĕтĕмĕшле шутласан район сучĕ пур енĕпе те хăйĕн ĕçне вăхăтра та пĕлсе ĕçлесе пырать. Йĕркесене пăснă пĕр тĕслĕх те пулман. Чи малтанах суд вăл çынсен прависене хÿтĕлеме кирлĕ, унтан тин вара преступник тесе шутлакансене - айăплама.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.МАТВЕЕВ, суд администраторe.