04 июня 2016 г.
Пурте пĕлетпĕр, 2016 çулхи майăн 23-28-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче Пĕтĕм тĕнчери халăхсем хушшинчи IX кинофестиваль иртнĕ. Ку хутĕнче ЧР Наци библиотекинче Пĕтĕм тĕнчери халăхсем хушшинчи IX кинофестиваль темине çутатса «Наци кинематографи аталанăвĕн ыйтăвĕсем тавра» ятпа «çавра сĕтел» иртнĕ.
Конференцинче Раççей субъекчĕсенчен, çав шутра Чăваш Енрен те продюсерсем, кинорежиссерсем, сценаристсем, çавăн пекех Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн, культура училищин, музыка училищин студенчĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăннă. Мероприятие ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ В.Оринов саламлă сăмахсемпе уçнă. Унтан регионсенчи кинематографистсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашнă, наци кинематографин паянхи тата ыранхи сăн-сăпачĕ мĕнлерех пуласси пирки сÿтсе явнă. Çакă палăрнă, регионсене пĕрешкел ыйтусемех канăç памаççĕ - укçа-тенкĕ уйăрасси тата кинокартинăсене усă курма парасси ?прокат/. ЧР кинематографисчĕсен Канашĕн председателĕ О.Цыпленков «Чăваш кинематографийĕн пуласлăхĕ. Вĕсен проблемисене татса парассин çул-йĕрĕ» темăна уçса панă. Кинофестиваль вăхăтĕнче кăтартнă картинăсем пирки калаçнă. Юлашкинчен пурте пĕр шухăша пĕтĕмлетсе регионсенче киностуди кирлине асăннă.
Источник: "Урмарская районная газета"