АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿ хавхаланса вăй хума хистет

04 июня 2016 г.

Çитĕнÿ хавхаланса вăй хума хистет

Май уйăхĕн 26-мĕшĕнче предпринимательсем хăйсен уявне паллă турĕç. 

Раççей предпринимательлĕх кунне халалласа Шупашкарта К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академипе драма театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Кунта «2015 çулхи чи лайăх предприяти», «Хăвăн ĕçе пуçарса яр» конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. Мероприятие республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев та хутшăннă, вăл предпринимательсене уяв ячĕпе саламланă, кулленхи пурнăçра активлă, ăнăçуллă пулма суннă. Палăртма кăмăллă, кăçал республикăра «2015 çулхи чи лайăх вак предприяти» номинацире Вăрмар райповĕн «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Унăн генеральнăй директорĕ М.Сейфуллина. Вăрмар райповĕн «Общепит» тулли мар яваплă обществи çĕнтерни унăн ĕçченĕсене тата лайăхрах ĕçлеме хистет. Ирхине ирех «Светлица» кафе патĕнчен иртсе каякансем тутлă шăршă сарăлнине туяççĕ. Кунта иккĕмĕш хутра вĕри кукăль, хуплу тата ытти изделисем пĕçереççĕ. Тин кăна пиçсе тухнă продукцие район, поселок тăрăх салатаççĕ.
Вăрмар райповĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Ăнăçу никĕсĕ вара халăхпа тачă çыхăну тытса ĕçленинче, пултаруллă руководитель ертсе пыракан коллектив паянхи çĕнĕлĕхсенчен юлмасăр тăрăшнинче. Райпо системи урлă ял çыннисем хăйсене кирлĕ продукцие туянма, ытлашши юлнине укçан вырнаçтарма пултараççĕ. Çак тĕллевпе районти потребительсен обществи ял çыннисене хăйсем туса илекен продукцине йышăнса укçа-тенкĕ туса илме майсем парать. Райпо канашĕн председателĕ С. Харитонов хăйсен тытăмĕнче кашни отрасльтех шанчăклă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем ĕçленине палăртать. Черетлĕ çитĕнÿ тунипе хавхаланса ?сăмахăм «Общепит» чи лайăх вак предприяти ята тивĕçни çинчен пырать/ кĕскен вăл пире райпон ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма кăмăл турĕ.
_ Çитĕнÿ хыççăн тата та лайăхрах ĕçлес кăмăл хушăнать. Коллективпа канашласа паянхи кун таппинчен юлас марччĕ. Ял çыннисемшĕн тăрăшатпăр, вĕсем те пире пулăшаççĕ. Райпо лавккисем çулталăк тăршшĕпех халăхран сĕт, çĕр улми, тĕрлĕ пахча-çимĕç, çăм, аш-какай, кивĕ хут, çĕтĕк пуçтараççĕ. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул çынсенчен ялхуçалăх таварĕсене 27 миллион тенкĕлĕх туяннă. Районта Саруйĕнчи, Тупахри, Мăнçырмари райпо лавккисем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Тикашри «Иванов В.А.» хресчен ?фермер/ хуçалăхĕпе килĕшÿ туса темиçе çул ăнăçлă ĕçлесе пурăнатпăр ĕнтĕ. Пĕр литр сĕте 19 тенкĕпе туянатпăр. Поселокра пурăнакансем килти сĕте хапăлласах туянаççĕ. 2015 çулта халăхран 380 тонна сĕт, 72 тонна аш-какай, 128 тонна çĕр улми, 63 тонна пахча-çимĕç, 55 тонна тырă пуçтарнă. Райпо лавккисенче пысăк калăпăшлă тавар, чăх-чĕп, стройматериал илсе килмешкĕн заявка та йышăнаççĕ. Райпон общество апатланăвĕн 9 точка - кафесем, столовăйсем, закусочнăйсем. Вĕсене аталантарма, паха технологисене алла илме çĕнĕ оборудовани туянатпăр, хупă тăнă точкăсене уçатпăр. Тахçанхи ĕмĕт - ачасем валли райцентрта ятарлă кафе тăвасси. Кăçал ăна пурнăçа кĕртетпĕрех. Проектне те саккас патăмăр ĕнтĕ. Вăрмар райповĕ 2015 çулта обществăлла апатланăва аталантарассипе республикăра иртнĕ соцăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пĕлтĕр курттăммăн çĕр улми пуçтарассипе лайăх результат кăтартнăшăн 2 вырăна тивĕçнĕ. Пĕлтĕрхи çул Вăрмар райповĕ пур шайри бюджетсене 19 миллион тенкĕлĕх налук тÿленĕ. Ку вăл районта чи пысăк кăтартусенчен пĕри.
2015 çулта райпон уйрăм тавар сутасси 157 миллион тенкĕпе танлашнă, республикăра тавар çаврăнăшĕпе чи лайăх результат кăтартнă. «Общепит» тулли мар яваплă общество 56 миллион тенкĕлĕх продукци сутнă. 1 миллион ытла тенкĕлĕх çурма фабрикатсем хатĕрленĕ. Райпо кăларакан продукцие пур çĕрте те кăмăллаççĕ. Уйрăмах лимонада килĕштереççĕ. Мускавран килекен хăнасем ещĕкĕ-ещĕкĕпех туянса каяççĕ ăна. Пирĕн продукцие килĕштерни вăл - пирĕн ĕçе хаклани.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова калаcнa.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика