04 июня 2016 г.

Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов Швеци фермерĕсен учредителĕсемпе «Свебрата» тата «Король Мясо» тулли мар яваплă обществăсемпе тĕл пулнă. Вĕсем пирĕн республикăра тĕпленсе шведсен технологийĕпе усă курса пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтересшĕн тата аш-какайлăх выльăх-чĕрлĕх усрасшăн.
«Свебрата» кăçал 1643 гектар çĕре сухаласа хăварасшăн. Çак обществăн пирĕн районти Энтрияль ял тăрăхĕн территоринче ялхуçалăх категорине кĕрекен 459,1 гектар çĕре арендăна панă. Хальхи вăхăтра вĕсем çĕр участокĕсен докуменчĕсене йĕркене кĕртессипе ĕçлеççĕ.
Обществăран республикăна кăçал кăна 30 млн тенкĕ ытла укçа кĕнĕ. Уй-хирсенче 410 лаша вăйлĕ NewHolland трактор, Vaderstad-500 дисклă культиватор, VaderstadSpirit ака комплексĕ ĕçлеççĕ.
«Король Мясо» тулли мар яваплă общество хальхи вăхăтра Вăрмар тата Канаш районĕсенче мăйракаллă шултра выльăх усрамалли комплекс туса лартас ыйтăва пăхса тухать.
Малашне вĕсем выльăх-чĕрлĕхрен аш-какай хатĕрлемелли цех хăпартса лартасшăн. Министрпа тĕл пулнă вăхăтра вĕсем вырăна тухса çĕр докуменчĕсене йĕркене кĕртес ыйтусене пăхса тухнă тата çĕре арендăна парас йĕркисене тĕпченĕ. Çакна ют çĕршыв инвесторĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пăхăнса пымаллине палăртнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР Ялхуcалaх министерствин сайтeнчен.