АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрекленĕç, сывлăха çирĕплетĕç

04 июня 2016 г.

Июнĕн 1-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Д.Медведев видеконференци мелĕпе ирттернĕ селектор канашлăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăннă. Унта регионсен пуçлăхĕсем тата Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрĕсен ертÿçисем çул çитменнисен кăçалхи çуллахи канăвне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Премьер-министр каланă тăрăх - асăннă тĕллевпе регионсене 4,6 млрд тенкĕ уйăрмашкăн палăртнă. «Çапла майпа йывăр шăпаллă ачасене путевкăпа тата каннă вырăна кайса килмешкĕн билетпа тÿлевсĕр тивĕçтерме пултаратпăр. «Пĕрлехи Раççейĕн» кăçалхи мартăн 25-мĕшĕнче иртнĕ социаллă форумĕн пĕтĕмлетĕвĕнче кун пирки ятарласа йышăну тунă», - тенĕ вăл уйăрнă нухратпа регион пуçлăхĕсене пĕлсе усă курма тата лагерь руководителĕсене ачасене йĕркеллĕ канмашкăн условисемпе тивĕçтерме хушнă май. Д.Медведев квалификациллĕ кадрсем суйлас, тутлăхлă апатлану йĕркелес енĕпе тимлĕ пулмаллине аса илтернĕ. «Çу кунĕсем пуçланчĕç. Эппин, ачасем лайăх канччăр, çитĕннисем вĕсен çуллахи тапхăрне интереслĕ йĕркелеччĕр. Ку енĕпе совет саманинчех пуян опыт пухнă эпир. Çапах та мĕн пуррипе çырлахни çителĕксĕр. Паянхи ăру çĕнĕ технологисемпе, аталану программисемпе усă курас тĕллевлине шута илмелле», - палăртнă премьер-министр.
РФ ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ М.Топилин çирĕплетнĕ тăрăх, Чăваш Ен çĕнĕ лагерьсене чи малтан уçнă 7 регион йышне кĕрет. Селектор канашлăвĕ хыççăн М.Игнатьев профильлĕ министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисемпе тата ача-пăча омбудсменĕпе çул çитмен çамрăксене пĕрремĕш сменăри канăва йышăнассипе çыхăннă лару-тăрăва тишкернĕ. Сăмах май, пĕрремĕш сменăра 5248 ача канмалла. Сывлăха тĕреклетмелли кампание 900 организаци хутшăнать ?пĕлтĕр - 893/. Çуллахи сезонра вара 99645-шĕ е 6-18 çултисен 64,5 проценчĕ пиçĕхĕ тата сывлăха тĕреклетĕ. Кăçал çак тĕллевпе 441,2 млн тенкĕ тăкакламалла. Унсăр пуçне çул çитмен 16100 çамрăк, çав шутра йывăр шăпаллисем - 12 пин, вăхăтлăх ĕçе хутшăнĕ.
Кăнтăрлахи 428 лагерь уçăлать, 400-шĕ - шкулсем çумĕнче. Вĕсем пĕрремĕш сменăра кăна ĕçлеççĕ тата 20 пин ытла ачана йышăнаççĕ. Хула тулашĕнчи кану учрежденийĕсем валли вĕрентсе хатĕрленĕ 550 вожатăйран 80 проценчĕ - аслă шкул студенчĕсем.
Сывлăха тĕреклетмелли учрежденисене медицина организацийĕсем çумне çирĕплетнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика