АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенĕн çитĕнĕвĕ

04 июня 2016 г.

«Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси - ачаран» тенĕн Дима мĕнле вĕренекен пуласси пĕчĕкренех паллă пулнă. Ачаранах хут-кăранташ, кĕнеке патне туртăнатчĕ вăл, шкулта вĕреннĕ чухнех хăйĕн пĕлĕвне шухăшласа хăй тĕллĕнех пĕтĕмлетÿ тума пĕлнипе палăрса тăратчĕ. 

Малтан Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп, халĕ Мăнçырмари вăтам шкулта 10 класра пĕлÿ пухать Дмитрий Лисицкий. Вĕренÿ çине çиелтен пăхма хăнăхманскер, ÿсĕм çулĕнче те çак туртăм пĕрре те чакмарĕ унăн, вăл пур предметпа та тăрăшса вĕренет. Пĕлĕвне кура районта ирттерекен Раççей шайĕнчи олимпиадăсене 8 предметпа хутшăнса историпе экологи предмечĕсемпе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Право, обществознани, биологи, технологи предмечĕсемпе призерсен йышне кĕчĕ. Район шайĕнче кăтартнă пĕлĕве тĕрĕслеме тата çирĕплетме республика шайĕнчи олимпиадăсенче 5 предметпа хутшăнса экологи тата истори предмечĕсемпе призер дипломне тивĕçрĕ. Экологи предмечĕпе Раççей шайĕнчи Екатеринбург хулинче пулса иртнĕ олимпиадăна хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Чăваш Республикин чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлерĕ вăл.13 вĕренекен хушшинче Дима та пурри пире чăннипех савăнтарчĕ. Пĕлĕвĕ тарăн пулнине Раççей шайĕнчи олимпиадăран призер дипломĕпе таврăнни те çирĕплетсе пачĕ. 
Çакнашкал çитĕнÿ вĕрентекенсемшĕн, пĕрле вĕренекенсемшĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн епле пысăк савăнăç. Çак çитĕнĕвĕн никĕсне 9 çул хушши Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вĕрентекенĕсем, унăн ашшĕпе амăшĕ, халĕ Мăнçырмари вăтам шкул вĕрентекенĕсем çирĕппĕн хунă, малалла хураççĕ. «Пĕрлĕхре - вăй» тени кунта вара питĕ пĕлтерĕшлĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.АРХИПОВА, Мaнcырмари вaтам шкулта биологипе географи предмечeсене вeрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика