04 июня 2016 г.
Пултаруллă çыравçă Юхма Мишши чăваш сăмахлăхне аталантарас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунипе палăрса тăрать. Пĕтĕм вăй-халне, тĕрлĕ енлĕ талантне тăван чĕлхене упраса хăварас ĕçе халалланă. Вăл çырнă хайлавсем чăваш халăхĕн историне, аваллăхне, йăли-йĕркипе çырулăхне тарăн та ăста пĕлнине кăтартаççĕ.
Сăмах вăйне çивĕч туйнăран унăн чĕлхи янăравлă та сулмаклă. Чун-чĕри витĕр тухнă ĕçĕсем вулакана ыррине курма, пурнăçа тĕрĕс пĕлсе хаклама, усал пулăмсене сивлеме, вĕсемпе хăюллăн кĕрешме вĕрентеççĕ, халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшаççĕ.
Паллă тĕпчевçĕ, историк, тĕрлĕ премисен лауреачĕ, ăна литературăри тĕпчев ĕçĕсенчи çитĕнÿсемшĕн ПНОн Пĕтĕм тĕнчери премине тата ылтăн медальне парса чысланă. Вăл икçĕр ытла кĕнеке авторĕ. Ĕçре канлĕх мĕнне пĕлмесĕр тăрăшакан çыравçăн кĕнекисене çĕр ытла чĕлхене куçарнă, тĕрлĕ çĕршывсен вĕрентÿ кĕнекисене кĕртнĕ. Юхма Мишшин хăй те куçару енĕпе нумай тимлет. Вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех вырăсларан А.Пушкин, Н.Некрасов, М.Лермонтов, тутарларан Г.Тукай сăввисене куçарнă. Каярахпа вырăс классикĕн И.Никитинăн пултарулăхĕпе кăсăкланать. 1974 çулта Воронежра И.Никитин çуралнăранпа 150 çул çитнине уявланă çĕре хутшăнать, унăн сăввисен куçарăвĕсене тĕрлĕ çĕрте пичетлет.
Çыравçăн курăмлă ĕçĕсем пирки никам та çырса пĕтереймест пулĕ. Драматургире те, поэзире те вăл чĕрнĕ тарăн касăсем нихăçан та ăшăхланмĕç. Вăл çырнă сăвăсемпе кĕвĕленĕ юрăсем кам-кам чĕрине хускатмаççĕ пулĕ. «Кăвак çеçпĕл», «Шанчăк», «Хурăн», «Шурăмпуç килсен», «Çулçă тăкăнать кĕркунне» тата ытти те кашни кунах радиопа янăраççĕ. Çын чунĕнче уяр çанталăк хуçаланать-и е йывăр шухăшсем хупăрласа тăраççĕ - унăн юррисене итлесен тĕтрелĕхри хĕвел те çуталса каять, ялкăшма тытăнать. Хăйĕнпе курса калаçсан вара тĕксĕм кунсем пулман та тейĕн. Çырулăх ĕçĕнчи йывăрлăхсене татса пама унпа ĕçлĕ çыхăнусем тытатпăр, унăн офисĕнче те пулатпăр. Яланах ырă кăмăлпа кĕтсе илет. Тăван пек ăсатса ярать.
Иртнĕ çул вĕçĕнче хăй редакцилесе çĕнĕ кĕнеке калăпласа пачĕ. Сăн ÿкерĕнме те кăмăл турĕ. Пирĕн района вăл тăтăшах килсе çÿрет. Пĕлтĕр те Вăтакасра, Çĕнĕ Кинчерте культура кунне ирттернĕ çĕре хутшăнса шкул ачисемпе тĕл пулса çамрăк çыравçăсене сăвă çырас техникăпа паллаштарчĕ, хăйĕн кĕнекисене хаваспах автограф çырса парнелерĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: М.ПРОКОПЬЕВА.