01 июня 2016 г.

Мĕн авалтанпах арçын салтака кайни çав тери хисеплĕ пулнă. Халĕ те арçын ачасем пĕчĕкренех салтак пек пулса тĕрлĕрен вăйăсем выляççĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра «Орленок», «Зарница» вăйăсене хутшăнма тăрăшаççĕ. Салтак тумне тăхăннăскерсене мăнаçлăн утни питех те килĕшет вара. Хăйсене чăн-чăн салтаксем пек туяççĕ. Нумаях та вăхăт иртмĕ çамрăксем хăйсем те Тăван çĕршыва сыхлама тухса кайса мăнаçлăн киле таврăнĕç. Нумай çул иртсе кайсан та вĕсем салтакра пулни асран тухмĕ.
Майăн 28-мĕшĕнче хамăр районти салтак-пограничниксене халалласа лартнă палăк умне тĕрлĕ çулта Тăван çĕршыв чиккине хуралланă пограничниксем пуçтарăнчĕç. Ку йĕрке вĕсен йăлана кĕнĕ ĕнтĕ, мĕншĕн тесен çак кун Раççейĕпех пограничниксен уявне паллă тăваççĕ. Районтан çĕршыв чиккине хуралланисем питех те нумай, халĕ те унта кайма кăмăллакан çамрăксем чылайăн.
Пограничниксене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Вăрмар хула пуçлăхĕ А.Виссарионов, Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ В.Ляшенко килнĕ. Пурте вĕсем салтакăн паттăрлăхне мухтарĕç, пограничниксен районти туслă командине тав турĕç. «Эпир çак кун çĕршыва хÿтĕлесе тăшмансемпе куçа-куçăн тăнă салтаксене аса илетпĕр, пĕр-пĕринпе курса калаçатпăр», - терĕ 1955-1958 çулсенче службăра пулнă В.Семенов ветеран. Тухса калаçакансем татах та пулчĕç, службăра ырă тĕслĕх кăтартнисене тав хучĕсем те пачĕç. Уява савăнăçлă концерт маллалла тăсрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.