АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем тимлĕхсĕр ÿсмеççĕ

01 июня 2016 г.

Июнĕн пĕрремĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун. Çуллахи вăхăтра ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла.

РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ çулла çул çитмен ачасемпе пулса иртекен инкексене, вĕсен сăлтавĕсене тишкернĕ. Ытларах чухне ачасем шывра путаççĕ, нумай хваттерлĕ çуртсенчи чÿречесенчен ÿкеççĕ, ашшĕ-амăшĕсем ачисене килте пĕччен хăварнипе пушарсенче вилеççĕ. 2015 çулхи çуллахи вăхăтра ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнипе ачасем шывра путнă. 2014 тата 2015 çулсенче 8-шар ача шывра вилнĕ. Вĕсем вăтамран 3 çултан пуçласа 13 çул таранчченхи ачасем пулнă. Кĕçĕн çулхи ачасем ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлса хăйсем тĕллĕн шыв хĕрринелле утнă, ишме пĕлмесĕр пурнăçран уйрăлнă. РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ кÿлĕ е ытти шыв тăракан вырăн çывăхĕнче пурăнакан ашшĕ-амăшĕсене пĕр минутлăха та ачасене тимлĕхсĕр хăвармалла марри çинчен аса илтерет. Аслă ÿсĕмри çынсемсĕр шыва кĕме ирĕк памалла мар. Кĕçĕн ÿсĕмри ачасене ятарлă специалистсем патĕнче ишме вĕрентмелле. Çавăн пекех кĕçĕн ÿсĕмри ачасемшĕн нумай хваттерлĕ çуртсенчи уçă тата çăмăллăнах уçăлакан чÿречесем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. 2015 çулта чÿречерен ÿксе 2 ача вилнĕ /2014 çулта - 4/, 5 ача аманнă /2014 çулта - 22/. Чÿречерен ÿксе аманакан ачасем - Çĕнĕ Шупашкар /2 тĕслĕх/, Шупашкар, Канаш, Етĕрне /пĕрер тĕслĕх/. Ачасем вилнин сăлтавĕсене тишкернĕ май çакă палăрнă: çулталăкран пуçласа 5 çулчченхи ачасем пукан лартса чÿрече янахĕ çине хăпарнă та шăна кĕресрен хуплакан сетка çине тайăнса аялалла чăмнă. Пĕтĕм айăпĕ - ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхĕнче. Чÿречесене уçă хăварнинче, хваттерте сĕтел-пукана тĕрĕс мар вырнаçтарнинче, пĕчĕк ачасем пурăнакан хваттерсенчи чÿречесене ятарлă блокировка лартманнинче. РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ пÿлĕмсене уçăлтарнă чухне асăрхануллă пулмалли çинчен тепĕр хут аса илтерет. Ачасене чÿрече патне хăпарса кайма пулăшакан сĕтел-пукана айккине лартмалла. Уçă чÿрече патĕнче ача тăнине асăрхарăр пулсан тÿрех полицие 02 номерпе шăнкăравлăр. Кăçал май уйăхĕнче Элĕк районĕнче пулса иртнĕ пушарта 7 çын пурнăçĕ, çав шутра 4 ачан, вăхăтсăр татăлнă. Ытларах чухне вут-çулăмпа çыхăннă инкексем сахал тупăшлă, социаллă хăрушлăх кăларса тăратакан çемьесенче пулаççĕ. Çул çитмен ачасен вилĕмĕ патне илсе çитернĕ пушарсен сăлтавĕ вĕсене тимлĕхсĕр хăварнипе, электрооборудованисене тĕрĕс мар вырнаçтарнипе çыхăннă. Пирĕн тĕллев - инкек патне çитерме пултаракан кирек епле пулăмран та сыхланасси. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: О.Дмитриев, РФ следстви комитечeн республикaри следстви управленийeн руководителeн аслa пулaшуcи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика